МАРК ТĂРĂХ

1-мĕш сыпăк

1Турă Ывăлĕ Иисус Христосăн Ырă Хыпарĕн пуçламăшĕ.

2Пророксенче

«Акă Эпĕ Санăн умăнтан Хамăн хыпарçăма яратăп, вăл Санăн умăнти Санăн çулна йĕркелесе хурĕ»,

3 «пушхирте кăшкăрса чĕнекенĕн сасси: “Çӳлхуçанăн çулне хатĕрлесе хурăр, Унăн сукмакĕсене тӳрĕ тăвăр”» тесе çырнă тăрăх

4Иоанн пулнă. Вăл пушхирте шыва кĕртнĕ тата çылăхсем каçарăнмашкăн ӳкĕнсе шыва кĕрессине хыпарланă. 5Вара пĕтĕм Иудея çĕрĕ те, Иерусалимсем те ун патне тухнă та хăйсен çылăхĕсене йышăннă. Вăл вара вĕсене пурне те Иордан юханшывĕнче шыва кĕртнĕ. 6Иоанн тĕве çăмĕпе пилĕкне чĕн пиççиххи тăхăнан, акридсемпе хирти хурт пылĕ çиен пулнă. 7Вăл хыпарланă: ман хыççăн манран Хăватлăраххи пырать, эпĕ, пĕшкĕнсе, Унăн сандалийĕн чĕнне салтма та тивĕçлĕ мар. 8Эпĕ сире шыва кĕртрĕм, Вăл вара сире Сăваплă Сывлăша кĕртĕ.