МАТФЕЙ

ПĔЛТЕРНĔ

ЫРĂ ХЫПАР

(Библи Куçарăвĕн Институчĕ, 2009)

 

1-мĕш сыпăк

 

Иисус Христосăн йăх тымарĕ (Лк. 3:23-38)

 

1Авраампа Давид йăхĕнчен çуралнă Иисус Христосăн йăх-несĕл тымарĕ. 2Авраам ачи Исаак пулнă; Исаак ачи – Иаков; Иаков ачисем Иудăпа унăн пĕртăванĕсем пулнă; 3Иуда ачисем – Фареспа Зара, вĕсен амăшĕ Фамарь пулнă. Фарес ачи – Есром, Есром ачи Арам пулнă; 4Арам ачи – Аминадав; Аминадав ачи – Наассон; Наассон ачи Салмон пулнă. 5Салмон ачи – Вооз, унăн амăшĕ Рахава пулнă. Вооз Овид ашшĕ пулнă, Овид амăшĕ Руфь пулнă. Овид ачи Иессей пулнă; 6Иессей ачи Давид патша пулнă; Давид ачи – Соломон, Соломон амăшĕ малтан Урия арăмĕ пулнă; 7Соломон ачи – Ровоам, Ровоам ачи – Авия, Авия ачи Аса пулнă; 8Аса ачи – Иосафат, Иосафат ачи – Иорам, Иорам ачи Озия пулнă; 9Озия ачи – Иоафам, Иоафам ачи – Ахаз, Ахаз ачи Езекия пулнă. 10Езекия ачи – Манассия, Манассия ачи – Амон, Амон ачи Иосия пулнă; 11Иосия ачи – Иоаким; Израиль халăхне Вавилона куçарса каяс умĕн Иоакимран Иехонияпа унăн пĕртăванĕсем çуралнă. 12Вавилона куçарса кайнă хыççăн Иехонияран Салафииль çуралнă; Салафииль ачи Зоровавель пулнă; 13Зоровавель ачи – Авиуд, Авиуд ачи – Елиаким, Елиаким ачи Азор пулнă; 14Азортан Садок çуралнă; Садок ачи – Ахим, Ахим ачи Елиуд пулнă; 15Елиудран Елеазар çуралнă; Елеазар ачи – Матфан, Матфан ачи Иаков пулнă; 16Иаковран Мариян упăшки Иосиф çуралнă, Мария вара Христос теекен Иисуса çуратнă. 17Çапла вара Авраамран пуçласа Давида çитиччен пурĕ вун тăватă сыпăк. Давидран пуçласа Вавилона куçарса кайиччен те вун тăватă сыпăк. Вавилона куçнинчен пуçласа Христос çураличчен те вун тăватă сыпăк.

 

Иисус Христос çурални (Лк. 2:1-7)

 

18Иисус Христос çурални вара акă çапла пулса иртнĕ: Иисус Амăшне, Марияна, Иосиф валли çураçсан, вĕсем пĕрле пурăнма пуçличченех, Святой Сывлăш хăвачĕпе Мариян çие юлнă. 19Унăн пулас упăшки Иосиф тӳрĕ пурăнакан çын пулнă. Вăл, Мариян ятне ярас мар тесе, сас-хура кăлармасăр Ăна пăрахма шут тытнă. 20Анчах та вăл çапла шухăшласанах ăна тĕлĕкре Хуçа Туррăмăрăн ангелĕ курăннă. «Давид патша йăхĕнчи Иосиф, – тенĕ Турă ангелĕ, – эсĕ арăмна, Марияна, ху патна илме ан хăра, Вăл Святой Сывлăш хăвачĕпе йывăр çын пулнă. 21Вăл Ывăл Ача çуратĕ, эсĕ çав Ачана Иисус ятлă хурăн, мĕншĕн тесен Вăл Хăйĕн халăхне çылăхĕсенчен çăлĕ». 22Çак ĕçсем Хуçа Турă пророк урлă калани пурнăçланмашкăн пулса иртнĕ, пророк çапла каланă пулнă: 23«Акă Хĕр йывăр çын пулса Ывăл Ача çуратĕ, Ăна Еммануил ятлă хурĕç». Еммануил тени «Турă пирĕнпе» тенине пĕлтерет. 24Иосиф ыйхăран вăраннă. Унтан вăл, Хуçа Туррăмăрăн ангелĕ хушнă пекех, арăмне хăй патне илнĕ. 25Анчах вăл Марияпа çывăрман. Пурăна-киле Мария Хăйĕн пĕртен-пĕр Ывăлне çуратнă. Иосиф Ăна Иисус ятлă хунă.