ДАНИИЛ ПРОРОК КĔНЕКИ

 

1 1Иудея патши Иоаким виççĕмĕш çул патшара ларнă чухне Навуходоносор – Вавилон патши – Иерусалим патне килнĕ те ăна хупăрласа илнĕ. 2Çӳлхуçа Иудея патшине Иоакима тата Турă Çуртĕнчи савăтсен пĕр пайне Навуходоносор аллине панă; вăл вара çав савăтсене Сеннаар çĕрне, хăй туррийĕн çуртне, ăсатнă, хăй туррийĕн мул управăшне хывнă. 3-4Патша хайрансен пуçлăхне Асфеназа Израиль ывăлĕсем хушшинчен – патша йăхĕнчен, аслă улпутсен йăхĕнчен – тухнă çамрăк ачасене, ӳт-пӳ тĕлĕшĕнчен пĕр кăлтăксăр, хитре сăн-питлĕ, кирек мĕне те вĕренме пултаруллă, ăслă-тăнлă та тавçăруллă, патша керменĕнче ĕçлесе тăма юрăхлă ачасене тупса килме, вĕсене халдей çырулăхĕпе чĕлхине вĕрентме каланă. 5Патша вĕсене кулленех хăйĕн сĕтелĕ çинчи апат-çимĕçпе тăрантарма, хăй ĕçекен эрехе ĕçтерме хушнă, вĕсене виçĕ çул вĕрентме – ăс пама каланă; унтан вара вĕсен патша умне тăмалла пулнă. 6Çавсем хушшинче Иуда йăхĕнчи Даниил, Анания, Мисаил тата Азария пулнă. 7Хайрансен пуçлăхĕ вĕсене урăхла ят панă: Даниила Валтасар, Ананияна – Седрах, Мисаила – Мисах, Азарияна – Авденаго тенĕ. 8Даниил вара патша сĕтелĕ çинчи çимĕçе тата патша ĕçекен эрехе астивсе ирсĕрленес темен, çавăнпа хайрансен пуçлăхĕнчен хăйне ирсĕрлесрен хăтарма ыйтнă. 9Турă тивлечĕпе Даниил хайрансен пуçлăхĕнчен пархатар та юп курнă; 10хайрансен пуçлăхĕ Даниила çапла каланă: эпĕ хуçамран, патшаран, хăратăп, сире мĕнле ĕçме-çиме памаллине вăл хăй палăртрĕ; эсир ăна ытти тантăшăрсенчен ырханрах курăнсассăн, манăн пуçăма патша умĕнче айăпа кĕртетĕр, тенĕ. 11Хайрансен пуçлăхĕ Даниила, Ананияна, Мисаила тата Азарияна пăхса тăма Амелсара хушнă пулнă, ăна вара Даниил çапла каланă: 12эсĕ хăвăн чурусене вунă кун хушши сăнаса пăхсамччĕ: ĕçме-çиме пире пахчаçимĕç те шыв кăна паччăр; 13кайран пирĕн сăн-пите тата патша ĕçми-çимипе тăранса пурăнакан яш ачасен сăнне танлаштарса пăхăн та хăвăн чурусемпе мĕн тумаллине курăн вара, тенĕ. 14Амелсар ӳкĕте кĕнĕ те вĕсене вунă кун сăнанă. 15Вунă кун иртсессĕн вĕсен сăн-пичĕ патша апатне çисе пурăннă ачасенчен хитререх курăннă, ӳт-пĕвĕ те вĕсен кĕрĕрех пулнă. 16Çавăн хыççăн вара Амелсар вĕсене памалли апат-çимĕçпе эрехе каялла ярса вĕсене пахчаçимĕç çеç парса тăнă. 17Турă çакă тăватă яш ачана кирек мĕнле кĕнекене те, кирек мĕнле ăслăлăха та ăнланма пĕлӳпе ăс-хакăл пултарулăхĕ панă, Даниила тата кирек мĕнле курăнăва та, кирек мĕнле тĕлĕке те ăнкармалăх ăстăн панă. 18Патша палăртнă вăхăт çитсессĕн, хайрансен пуçлăхĕ яш ачасене Навуходоносора кăтартнă. 19Патша вĕсемпе калаçса пăхнă, яш ачасен йышĕнче Даниила, Ананияна, Мисаила тата Азарияна çитекенни урăх тупăнман, вĕсем вара патшана ĕçлесе тăма тытăннă. 20Патша кирек мĕнле ăслăлăх пирки ыйтсассăн та, вĕсем пĕтĕм патшалăхри мĕнпур пĕлĕмçĕсенчен, асамçăсенчен вунă хут ăслăраххăн курăннă. 21Даниил унта Кир пĕрремĕш çул патшара лариччен пулнă.

2 1Навуходоносор иккĕмĕш çул патшара ларнă чухне тĕлĕк тĕлленнĕ; вăл шуйханса ӳкнĕ, унăн ыйхи вĕçнĕ. 2Патша пĕлĕмçĕсене, асамçăсене, вĕрӳçĕсене тата халдейсен ăрăмçисене хăйĕн тĕлĕкне ăнлантарса пама чĕнтернĕ. Лешĕсем килнĕ те патша умне тăнă. 3Патша каланă: эпĕ телек куртăм та, ăшăм вăркать, çав тĕлĕке пĕлессĕм килет, тенĕ. 4Халдейсем патшана арамейла каланă: патшамăр! ĕмĕр-ĕмĕр пурăн! тĕлĕкне чурусене каласа парччĕ, эпир вара ун пĕлтерĕшне ăнлантарăпăр, тенĕ. 5Патша халдейсене çапла хуравланă; калас сăмахăм манăçрĕ; эсир мана тĕлĕкĕме, унăн пĕлтерĕшне ăнлантарса параймасан, сире касса ваклĕç, сирĕн çурт-йĕре аркатса тăкĕç; 6тĕлĕкĕме тата унăн пĕлтерĕшне каласа парсассăн, сире манран тĕрлĕ парне те чыс-хисеп пулать; эппин, тĕлĕкĕме тата унăн пĕлтерĕшне калăр, тенĕ. 7Вĕсем ĕнтĕ иккĕмĕш хут хуравласа çапла каланă: патша хăйĕн чурисене çав тĕлĕке калинччĕ, эпир унăн пĕлтерĕшне ăнлантарăпăр, тенĕ. 8Патша хуравласа каланă: пĕлетĕп эпĕ – тĕлĕкĕме аса илейменнине кура эсир вăхăта çеç тăсасшăн. 9Эсир мана тĕлĕкĕм пĕлтерĕшне калаймастăр иккен, апла эсир мана суйса-улталаса вăхăт ирттерме каварлашса хунă; çапла ĕнтĕ, тĕлĕкĕме каласа парăр, вара эсир унăн тупсăмне те ăнлантарса параясса ĕненĕп, тенĕ. 10Халдейсем патшана çапла хуравласа каланă: ку ĕçĕн уççи-хуппине патшана калаян çын çĕр çинче çук; çавăнпа нимĕнле аслă, хăватлă патша та пĕр пĕлĕмçĕрен те, асамçăран та, халдейсен ăрăмçинчен те кунашкаллине ыйтман. 11Патша тума ыйтакан ĕç çав тери йывăр, унăн уççи-хуппине патшана турăсемсĕр пуçне никам та калаяс çук, вĕсем вара çын хушшинче пурăнмаççĕ, тенĕ. 12Çакна илтсессĕн патша тарăхса-урса кайнă та Вавилон ăсчахĕсене пурне те тĕп тума хушнă. 13Ăсчахсене вĕлерме хушу тухсассăн, Даниилпа унăн юлташĕсене те шыранă, вĕсене те пĕтересшĕн пулнă. 14Даниил вара Вавилон ăсчахĕсене вĕлерме янă Ариоха – патша сыхлавçисен пуçлăхне – канаш тата ăс парас тесе унпа калаçу пуçарнă; 15патшанăн сумлă çыннинчен Ариохран çапла ыйтнă: патша мĕншĕн кун пекех хаяр хушу кăларчĕ? тенĕ. Вара Ариох Даниила пĕтĕм ĕç-пуçа каласа панă.16Даниил патша патне кĕнĕ те патшанăн тĕлĕкне ăнлантарма пулса вăхăт ыйтса илнĕ. 17Вăл килне таврăннă та ĕç-пуçа хăйĕн юлташĕсене Ананияна, Мисаила тата Азарияна каласа панă: 18вĕсем Тӳпери Турра хута кĕме, çав вăрттăнлăха уçса пама тархаслаччăр – Даниилпа унăн юлташĕсем Вавилонăн ытти ăсчахĕсемпе пĕрле пĕтмĕçинччĕ. 19Вара Даниила çĕрлехи курăнура вăрттăнлăх уçăлнă. Даниил ĕнтĕ Тӳпери Турра мухтавланă. 20Вăл çапла каланă: Çӳлхуçа ячĕ ĕмĕр-ĕмĕрех мухтавлă пултăр! Мĕншĕн тесен Унра – ăслăлăхпа хăват; 21Вăл вăхăта, ĕмĕре улăштарать, патшана сирпĕтет, патшана лартать; ăслисене ăс, тăнлине тăн парать; 22Вăл тарăнлăха та вăрттăнлăха уçать, сĕмлĕхрине пĕлсе тăрать, Унпа пĕрле çутă пурăнать. 23Сана, аттемĕрсен Туррине, аслăласа мухтатăп: Эсĕ мана ăслăхпа хăват халалларăн, эпир Хăвăнтан мĕн тархасласа ыйтнине Эсĕ мана уçса патăн: патша мĕн çинчен ыйтнине пире уçса патăн. 24Çакăн хыççăн Даниил Вавилон ăсчахĕсене пĕтерме патшаран хушу илнĕ Ариох патне кайнă, ун патне кĕнĕ те каланă: Вавилон ăсчахĕсене ан вĕлер; патша патне ертсе кай мана, эпĕ тĕлĕкĕн пĕлтерĕшне уçса парăп, тенĕ. 25Ариох вара Даниила тӳрех патша патне ертсе кĕнĕ те каланă: эпĕ Иудейăран тыткăна илнисен хушшинче патша тĕлĕкĕн пĕлтерĕшне уçса пама пултаракана тупрăм, тенĕ. 26Патша Даниила, Валтасар тесе ят хунăскере, каланă: эпĕ курнă тĕлĕке тата унăн пĕлтерĕшне эсĕ мана каласа параятăн-и вара? тенĕ. 27Даниил патшана çапла хуравласа каланă: патша ыйтакан вăрттăнлăха ăсчах та, пĕлĕмçĕ те, вĕрӳçĕ те, юмăç та патшана уçса параймĕ. 28Анчах тӳпере вăрттăнлăха уçан Турă пур, юлашки кунсенче мĕн пулассине Навуходоносор патшана Вăл уçса пачĕ. Эсĕ хăвăн вырăну çинче çывăрнă чухне тĕлĕкӳнте çакна тĕлленнĕ: 29патшам, эсĕ: çакăн хыççăн мĕн пулĕ-ши? тесе шутласа выртнă – Вăрттăнлăха Уçаканĕ вара мĕн пулассине кăтартнă сана. 30Эпĕ çут тĕнчере пуринчен те ăслăрах пулнăран мар, патшана ăнлантарса пама уçăлчĕ ку вăрттăнлăх мана – эсĕ хăвăн чĕрӳне мен пăлхатнине пĕлĕн. 31Эсĕ, патшамăм, акă мĕн тĕлленнĕ: санăн умăнта темĕнле пысăк кĕлетке, кĕрĕс-мерĕс кĕлетке пулнă, вăл ялтăр çуталса тăнă, унăн сăнĕ чуна çӳçентернĕ. 32Çавă кĕлеткен пуçĕ таса ылтăн пулнă, кăкăрĕпе аллисем – кĕмĕл, хырăмĕпе пĕççисем – пăхăр, 33ура тунийĕсем – тимĕр, ура лапписен пĕр пайĕ – тимĕр, тепĕр пайĕ – тăм. 34Кайран эсĕ акă мĕскер курнă: алăпа тĕкĕнмесĕрех ту çинчен чул катăлса аннă та çав кĕлеткене пырса çапнă, унăн тимĕрпе тăмран тунă урисем çине ӳкнĕ те вĕсене аркатса тăкнă. 35Вара пĕтĕмпе харăсах саланса кайнă: тимĕрĕ, тăмĕ, пăхăрĕ, кĕмĕлĕ те ылтăнĕ çуллахи йĕтем çинчи хывăх пек пулса тăнă, вĕсене çил вĕçтерсе кайнă, йĕрĕ те юлман; кĕлеткене аркатнă чул вара аслă ту пулса пĕтĕм çĕре хупланă. 36Çавнашкал тĕлĕк! Халĕ патша умĕнче унăн пĕлтерĕшне каласа парăпăр. 37Патша, эсĕ – патшасен патшийĕ; Тӳпери Турă сана патшалăх, ирĕк, хăват та чап панă; 38Вăл кирек ăçта пурăнакан этем ывăлĕсене, çĕр çинчи чĕрчунсемпе тӳпери вĕçен кайăксене сан аллуна панă, пурне те сана пăхăнтарнă. Ылтăн пуç – эсĕ вăл! 39Сан хыççăн урăх патшалăх çĕкленĕ, санăнне çитеймĕ; унтан виççĕмĕшĕ пăхăр патшалăх – пĕтĕм çĕр çинче хуçа пулса тăрĕ. 40Тăваттăмĕш патшалăхĕ вара тимĕр пек çирĕп пулĕ: тимĕр пурне те ватса çĕмĕрнĕ пек, тĕпретнĕ пек, вăл та, тĕппипе аркатакан тимĕр евĕр, аркатĕ те тĕпретĕ. 41Эсĕ тата пĕр пайне чӳлмек тăмĕнчен, тепĕр пайне тимĕртен тунă урасемпе ура пӳрнисене курнă, – апла çав патшалăх пайланса каять; унăн кăштах тимĕр çирĕплĕхĕ те пулĕ, çавăнпа ĕнтĕ эсĕ чӳлмек тăмĕпе хутăшнă тимĕре курнă. 42Ура пӳрнисен пĕр пайĕ тимĕр, тепĕр пайĕ тăм пулнă пекех, çав патшалăх та тĕллĕн çирĕп, тĕллĕн хавшак пулĕ. 43Эсĕ чӳлмек тăмĕпе хутăшнă тимĕре курнă – апла пĕри тепĕринпе этем вăрлăхĕ урлă хутăшĕ, анчах тимĕре тăмпа пĕрле шăратса хутăштараймастăн, çавăн пек вĕсем те пĕр пĕтĕмлĕх пулаймĕç. 44Çав патшалăхсен саманинче Тӳпери Турă нихăçан арканми патшалăх туса лартĕ, ку патшалăх урăх халăх аллине лекмĕ; вăл пур патшалăха та аркатса тăкĕ, хăй вара ĕмĕр-ĕмĕрех пулĕ, 45çавăнпа алăпа тĕкĕнмесĕрех ту çинчен чул катăлса аннине, вăл тимĕре, пăхăра, тăма, кĕмĕле те ылтăна ватнине курнă та эсĕ. Аслă Турă малашне мĕн пулассине патшана çапла пĕлтернĕ. Çак тĕлĕк чăн, ăна ăнлантарни те тĕрĕс! тенĕ Даниил. 46Çавăн чухне вара Навуходоносор патша ӳпне ӳксе Даниила пуççапнă, ăна парне парса тата ырă шăршă тĕтĕрсе чыслама хушнă. 47Патша Даниила çапла каланă: эсĕ çак вăрттăнлăха уçма пултартăн пулсассăн, сирĕн Туррăр чăннипех – турăсен Туррийĕ, патшасен вăрттăнлăха уçакан Патшийĕ! тенĕ. 48Çавăн хыççăн патша Даниила асла кăларнă, ăна темĕн чухлĕ сумлă парне панă, ăна пĕтĕм Вавилон çĕрĕн хуçи тата мĕнпур Вавилон ăсчахĕсен пуçлăхĕ туса хунă. 49Даниил ыйтнипе патша Вавилон çĕршывĕнчи ĕçсене тытса пыма Седраха, Мисаха тата Авденагона лартнă, Даниил вара патша килĕнчех юлнă.

3 1Навуходоносор патша ылтăн кĕлетке тутарнă: унăн çӳллĕшĕ утмăл чике, сарлакăшĕ ултă чике пулнă; ăна вăл Вавилон çĕрне, Дурá айлăмне, лартнă. 2Вара Навуходоносор патша, хăй лартнă кĕлетке-йĕрĕхе чаплăн уçнă çĕре пуçтарăнччăр тесе, сатрапсене, çĕршыв пайĕсен пуçлăхĕсене, хула пуçлăхĕсене, канашçăсене, çарпуçсене, аслă тӳресене, хысна управçисене, саккун йĕркине тытса пыракансене, сут ĕçĕн çыннисене, тĕрлĕ çĕрсен тӳри-шарине чĕнме çын янă. 3Вара Навуходоносор патша лартнă йĕрĕхе пуççапса чаплăн уçмашкăн сатрапсем, çĕршыв пайĕсен пуçлăхĕсем, хула пуçлăхĕсем, çарпуçсем, аслă тӳресем, хысна управçисем, саккун йĕркине тытса пыракансем, сут ĕçĕн çыннисем, тĕрлĕ çĕрсен тӳри-шари пурте пуçтарăннă, Навуходоносор туса лартнă йĕрĕх умне пырса тăнă. 4Çавăн чухне кăшкăрса пĕлтерекенĕ хыттăн каланă: халăхсем, йăхсем, ăрусем, сире пĕлтереççĕ: 5трупа, шăхличĕ, цитра, арфа, кĕсле, сăрнай тата кĕвĕ-çемĕ каламалли ытти сăпрай янăраса кайнине илтсенех, çĕре ӳксе, Навуходоносор лартнă ылтăн йĕрĕхе пуççапăр. 6Кам та кам ӳксе пуççапмасть, ăна тӳрех çунакан кăмакана тытса пăрахĕç, тенĕ. 7Çавăнпа та трупа, шăхличĕ, цитра, арфа, кĕсле тата кĕвĕ-çемĕ каламалли ытти сăпрай сасси янăраса кайсассăнах, пур халăхсем, йăхсем, ăрусем Навуходоносор патша лартнă ылтăн йĕрĕхе ӳксе пуççапнă. 8Шăпах çав вăхăтра хăш-пĕр халдейсем пынă та иудейсем çинчен элек панă. 9Вĕсем Навуходоносор патшана çапла каланă: патша, ĕмĕр-ĕмĕр пурăн! 10Патша, эсĕ кирек епле çынна та трупа, шăхличĕ, цитра, арфа, кĕсле, сăрнай тата кĕвĕ-çемĕ каламалли ытти сăпрай янăраса кайнине илтсенех ылтăн йĕрĕхе пуççапма хушнă; 11кам та кам ӳксе пуççапмасть, ăна çунакан кăмакана пăрахмалла, тенĕ. 12Кунта эсĕ Вавилон çĕршывĕнчи ĕçсене тĕрĕслесе тăма лартнă Иудея арĕсем пур: Седрах, Мисах тата Авденаго; çавă арсем, патша, эсĕ хушнине итлемеççĕ, санăн туррусене ĕçлесе тăмаççĕ, эсĕ лартнă ылтăн кĕлеткене пуççапмаççĕ. 13Навуходоносор, тарăхса та урса кайнăскер, Седраха, Мисаха тата Авденагона илсе килме хушнă; вара çавă арсене патша патне илсе пынă. 14Навуходоносор каланă вĕсене: Седрах, Мисах тата Авденаго, эсир манăн туррăмсемшĕн ĕçлеместĕр, эпĕ лартнă кĕлеткене пуççапмастăр тени тĕрĕсех-и? 15Эппин, çапла: е эсир трупа, шăхличĕ, цитра, арфа, кĕсле, сăрнай тата кĕвĕ-çемĕ каламалли ытти сăпрай янăраса кайнă-кайманах эпĕ лартнă ылтăн кĕлеткене ӳксе пуççапма хатĕр тăратăр, е сире, пуççапмасассăн, халех çунакан кăмакана ывăтĕç; сире ун чухне манăн алăран мĕнле турă çăлса хăварĕ? 16Седрах, Мисах тата Авденаго вара Навуходоносор патшана çапла хуравласа каланă: кун пирки пирĕн сана сăмах тавăрса калама кирлех те мар. 17Эпир пуççапса пурăнакан Туррăмăр хăватлă – пире çунса тăракан кăмакаран та çăлса хăварма пултарать, патша, санăн аллунтан та хăтарĕ. 18Ун пек пулмасассăн та, патша, пĕлнĕ пул: эпир санăн туррусемшĕн ĕçлемĕпĕр, эсĕ лартнă ылтăн йĕрĕхе пуççапмăпăр, тенĕ. 19Навуходоносор ĕнтĕ тилĕрсех кайнă, Седрах çине, Мисахпа Авденаго çине хаяррăн пăхса илнĕ те кăмакана унчченхинчен çичĕ хут хĕрӳрех хутма хушнă; 20хăй çарĕнчи чи вăйлă арсене вăл Седраха, Мисаха тата Авденагона çыхса пăрахма, унтан вут-çулăмпах хĕрсе çунакан кăмакана ывăтма хушнă. 21Вара вĕсене мĕнле пур çаплипех – аялти-çиелти тумĕпех, пуç çыххине çыхнипех, ытти тумĕпех – çыхнă та хутса хĕртнĕ кăмакана пăрахнă. 22Патша хытă хистенĕрен кăмакана шутсăр вăйлă хĕртсе янă, ĕнтĕ Седраха, Мисаха тата Авденагона тытса пăрахакансене çав вут-çулăм ĕнтсе ярса вĕлернĕ. 23Çавă виçĕ ар Седрах, Мисах тата Авденаго, çыхса пăрахнăскерсем, – кĕрлесех çунакан кăмакана кĕрсе ӳкнĕ. 24Навуходоносор патша тĕлĕнсех кайнă, вара васкавар ура çине тăнă та хăйĕн улпучĕсене каланă: эпир вут-çулăма виçĕ çынна çыхса пăрахмарăмăр-и-ха? тенĕ. Лешĕсем патшана хуравласа: патша, чăнах та çапла! тенĕ. 25Патша каланă вара: акă эпĕ вут-çулăм варринче çӳрекен тăватă ара куратăп, вĕсене çыхман, вĕсем тĕрĕс-тĕкелех; тăваттăмĕшĕ Турă ывăлĕ пекех курăнать, тенĕ. 26Навуходоносор вут-кăварпа хĕрсе кайнă кăмака çăварĕ патне пынă та каланă: эй Седрах, Мисах тата Авденаго, Çӳлти Туррăн чурисем! унтан тухăр! тенĕ. Вара Седрах, Мисах тата Авденаго вут-çулăм варринчен тухнă. 27Ĕнтĕ сатрапсем, хула пуçлăхĕсем, çарпуçсем тата патшана канаш парса тăракансем пуçтарăннă та, пăхнă та – ку арсене вут-çулăм нимĕн те тăвайман иккен: пуç çинчи çӳçĕ те ĕнмен вĕсен, тумтирĕ те тĕрĕс-тĕкелех, çунăк шăрши те пулин кĕмест вĕсенчен. 28Çавăн чухне вара Навуходоносор каланă: Седрахăн, Мисахăн тата Авденагон Турри мухтавлă! Вăл Хăйне шанса тăракан чурисене çăлма – патша хушнине итлеменскерсене, хăйсен Туррисĕр пуçне урăх турра пуççапма килĕшмесĕр, хăйсен пурăнăçне хĕрхенмесĕр вут-çулăм ăшне кĕнĕ чурисене çăлма – Хăйĕн Ангелне ячĕ! 29Эпĕ пур халăхсене, йăхсене, ăрусене çапла хушатăп: Седрахăн, Мисахăн тата Авденагон Туррине хурлакан çынна касса ваклаччăр, унăн çурт-йĕрне ишсе тăкчăр, мĕншĕн тесессĕн çапла çăлма пултаракан Турă урăх çук. 30Çавăн хыççăн Седраха, Мисаха тата Авденагона патша Вавилон çĕршывĕнче аслă вырăнсене лартнă. 31Навуходоносор патша – пĕтĕм çĕр çинче пурăнакан халăхсене, йăхсене, ăрусене: тăнăçлăх пултăр сире! 32Эпĕ сире Çӳлти Турă ман тĕлĕшĕмрен тунă хăватсем, кĕтретсем çинчен пĕлтересшĕн. 33Вăл кăтартнă паллăсем мĕн тери аслă, Унăн кĕтречĕсĕм мĕн тери хăватлă! Унăн патшалăхĕ – ĕмĕрлĕх патшалăх, пурте ĕмĕр-ĕмĕрех Унăн аллинче.

4 1Эпĕ, Навуходоносор, хамăн çуртăмра канлĕн пурăнаттăм, хамăн керменĕмре ырă кураттăм. 2Анчах та эпĕ тĕлĕк тĕллентĕм, çавă мана хăратсах пăрахрĕ, çывăран вырăнăм çинче пуçа килнĕ шухăшсем, тĕлĕкре мĕн курăнни мана сехĕрлентерсех ӳкерчĕç. 3Вара эпĕ, мана тĕлĕкĕн пĕлтерĕшне каласа паччăр тесе, Вавилонри пĕтĕм ăсчаха хам патăма чĕнме хушрăм. 4Ĕнтĕ пĕлĕмçĕсем, асамçăсем, халдейсен ăрăмçисем, вĕрӳçĕсем пуçтарăнчĕç; эпĕ вĕсене тĕлĕкĕме каласа патăм, анчах вĕсем мана унăн пĕлтерĕшне ăнлантарса параймарĕç. 5Юлашкинчен ман патăма Даниил кĕчĕ, – ăна манăн туррăм ячĕпе Валтасар тесе ят хунăччĕ, – унра таса Туррăн хăвачĕ пур; эпĕ ăна тĕлĕкĕме каласа патăм. Ăна çапла каларăм: 6Валтасар, ăсчахсен пуçлăхĕ! санра таса Туррăн хăвачĕ пуррине пĕлетĕп, эсĕ кирек мĕнле вăрттăнлăха та çăмăллăнах уçса паратăн; эпĕ курнă тĕлĕке, унăн пĕлтерĕшне ăнлантарса пар мана. 7Вырăнăм çинче çывăрнă чухне мана çакă курăнчĕ: акă çĕр çинче, унăн варринче, питĕ çӳллĕ йывăç ларать. 8Иывăçĕ пысăк та тĕреклĕ, çӳллĕшĕ тӳпенех çитет, вăл çĕр хĕрринченех курăнса ларать; 9çăра çулçăллă, нумай çимĕçлĕ, пурне те тăрантарать; ун айĕнче хирти тискер кайăксем сулхăн тупаççĕ, ун тураттисем хушшинче вĕçен кайăксем йăва çавăраççĕ, пĕтĕм чĕрĕ чун çакă йывăçран тăранса пурăнать. 10Вырăнăм çинче çывăрнă чухне тата çакна куртăм: акă тӳперен Сыхă тăраканни, Сăвапли анчĕ те 11хыттăн кăшкăрса çапла каларĕ: «ку йывăçа касăр, тураттине иртĕр, çулçине сăтăрса тăкăр, çимĕçне силлесе айккинелле ывăтăр; тискер кайăксем ун айĕнчен тухса тарччăр, вĕçен кайăксем ун тураттисем çинчен вĕçсе кайччăр; 12анчах та унăн тĕп тымарне çĕр айĕнчех хăварăр, вара вăл, тимĕрпе те пăхăрпа тăлланнăскер, хирти курăк хушшинче тӳпе сывлăмĕпе шăварăнтăр, çĕр çинчи курăк хушшинче тискер кайăксемпе пĕрле хĕсĕнкеленсе пурăнтăр. 13Унран этем чĕрине туртса илĕç те ăна тискер кайăк чĕрине парĕç, çапла çичĕ вăхăт иртсе кайĕ. 14Сыхă тăраканнисем çапла тума хушнă, Сăваплисем çапла йышăннă – пурăнаканнисем этем патшалăхне Çӳлти Турă тытса тăнине, ăна кама парас тет, çавна панине, çынсем хушшинче чи кĕçĕне юлнине те патшана лартнине пĕлччĕр тесе тунă та çакна» терĕ. 15Эпĕ, Навуходоносор патша, çавнашкал тĕлĕк куртăм; эсĕ, Валтасар, унăн пĕлтерĕшне кала, ĕнтĕ патшалăхăмра пĕр ăслă çын та унăн пĕлтерĕшне ăнлантараймарĕ; эсĕ вара – пултаратăн, санра – таса Туррăн хăвачĕ. 16Çакăн хыççăн Валтасар теекен Даниил пĕр вăхăт шалтах аптăраса тăнă – шухăшĕсем хăратсах пăрахнă ăна. Сăмаха тăсса, патша каланă: Валтасар! çакă тĕлĕкпе унăн пĕлтерĕшĕ сана ан хăраттăр, тенĕ. Валтасар çапла хуравласа каланă: хуçамăм! сана курайманнисенеччĕ ку тĕлĕк, санăн тăшманусенеччĕ унăн пĕлтерĕшĕ! 17Эсĕ курнă йывăç пысăк та тĕреклĕ, çӳллĕшĕпе тӳпенех çитнĕ, çĕр хĕрринченех курăнса ларать, 18вăл çăра çулçăллă, нумай çимĕçлĕ, пурне те тăрантарать, ун айĕнче хирти тискер чĕрчунсем пурăнаççĕ, тураттисем хушшинче вĕçен кайăксем йăва çавăраççĕ, – 19патша, çакă вăл – эсĕ. Эсĕ аслă, тĕреклĕ; санăн чапу, çĕкленсе кайса, тӳпенех çитнĕ, санăн ирĕкӳ çĕр хĕррине çитиех сарăлнă. 20Патша тӳперен Сыхă тăраканни, Сăвапли аннине курнă, Сыхă тăраканни, Сăвапли каланă: «йывăçа касăр, пĕтерĕр ăна, унăн тĕп тымарне çеç çĕр айĕнче хăварăр, вара вăл, тимĕрпе те пăхăрпа тăлланнăскер, хирти курăк хушшинче тӳпе сывлăмĕпе шăварăнтăр, çичĕ вăхăт иртиччен хирти тискер кайăксемпе пĕрле хĕсĕнкелесе пурăнтăр» тенĕ. 21Акă, патша, çакăн пĕлтерĕшĕ – Çӳлти Турă малтанах палăртса хуни, хуçамăма, патшана, кĕтекенни çакă пулать: 22сана çынсенчен уйăрĕç, эсĕ хирти тискер кайăксемпе пĕрле пурăнăн; сана, выльăха тăрантарнă пек, курăкпа тăрантарма тытăнĕç, эсĕ тӳпе сывлăмĕпе шăварăнăн. Çапла çичĕ вăхăт иртсе кайĕ, вара эсĕ этем патшалăхне Çӳлти Турă тытса тăнине, Вăл ăна кама парас тет, çавна панине ăнланса илĕн. 23Анчах та йывăçăн тĕп тымарне хăварма хушнă – ку ĕнтĕ эсĕ тӳпе ирĕкне ăнланса илсессĕн, патшалăху хăвнах юласса пĕлтерет. 24Çавăнпа та, патша, манăн канашăма итлеме кăмăл тусамччĕ: çылăхусене ырă ĕçсем туса каçарттар; йĕркесĕр ĕçӳсене чухăнсене хĕрхенсе-пулăшса çĕтер; санăн канăçлăху çапла тусассăн çеç тăсăлма пултарать, тенĕ Даниил. 25Навуходоносор патшана мĕн калани пĕтĕмпех пулса иртнĕ. 26Вуникĕ уйăхран, Вавилонри патша керменĕнче уткаласа çӳренĕ май, 27патша каланă: акă вăл – аслă Вавилон, патша хули, эпĕ ăна хăватлă вăйăмпа хамăн чапăма çĕклеме туса лартнă! тенĕ. 28Патша каласа та пĕтереймен-ха, тӳперен сасă илтĕнсе кайнă: «Навуходоносор патша, итле! эсĕ патшалăхусăр тăрса юлтăн. 29Сана çынсенчен уйăрĕç, эсĕ хирти тискер кайăксемпе пĕрле пурăнăн; сана, выльăха тăрантарнă пек, курăкпа тăрантарĕç. Çапла çичĕ вăхăт иртсе кайĕ, вара эсĕ этем патшалăхне Çӳлти Турă тытса тăнине, Вăл ăна кама парас тет, çавна панине ăнланса илĕн!» 30Çапла калани Навуходоносора çийĕнчех çитнĕ: ăна çынсенчен уйăрнă; выльăх пек, курăк çинĕ вăл; ӳчĕ-тирĕ тӳпе сывлăмĕпе шăварăннă, ĕнтĕ çӳçĕ-пуçĕ арăсланăнни пекех, чĕрнисем вĕçен кайăкăнни пекех ӳссе кайнă. 31Палăртнă кунсем иртсессĕн, эпĕ, Навуходоносор, куçăма тӳпенелле çĕклесе пăхрăм та, ман патăма ăс-хакăлăм таврăнчĕ; вара эпĕ Çӳлти Турра мухтарăм, Ĕмĕр-ĕмĕрех Пуррине аслăларăм, мухтавларăм: Унăн патшалăхĕ – ĕмĕрлĕх патшалăх, пурте ĕмĕр-ĕмĕрех Унăн аллинче. 32Çĕр çинче пурăнакансем – нимĕн те мар; тӳпери вăйсем хушшинче те, çĕр çинче пурăнакансем хушшинче те Вăл мĕн тăвас тет, çавна тăвать. Унăн аллине никам та хирĕç тăраймасть, никам та Ăна: «Эсĕ мĕн тăватăн?» тесе калаймасть. 33Çав самантрах ăс-хакăлăм ман патăма таврăнчĕ; ман патăма патша чапĕ те, чысĕ те, мухтавĕ те таврăнчĕ; унччен маншăн ĕçлесе тăнă канашçăсемпе аслă улпутсем мана йышăнчĕç, мана çĕнĕрен патшана лартрĕç, çакăн хыççăн манăн чапăм унчченхинчен те ытларах ӳссе кайрĕ. 34Халĕ эпĕ, Навуходоносор, Тӳпе Патшине мухтатăп, аслăлатăп: Унăн пĕтĕм ĕçĕ тӳрĕ, Унăн çулĕ-йĕрĕ тĕрĕс, Вăл мăнаçлисене йăвашлатма пултарать.

5 1Валтасар патша хăйĕн пин улпучĕ валли пысăк ĕçкĕ-çикĕ тунă, вĕсемпе пĕрле эрех ĕçнĕ. 2Ĕçсе ӳсĕрĕлсессĕн, Валтасар хăйĕн ашшĕ, Навуходоносор, Иерусалимран Турă Çуртĕнчен илсе килнĕ ылтăн-кĕмĕл савăтсене илсе килме хушнă: патша, унăн улпучĕсем, унăн арăмĕсемпе çум-арăмĕсем çав савăтсенчен ĕçĕç. 3Ĕнтĕ Иерусалимран Турă Çуртĕнчен илсе килнĕ савăтсене йăтса кĕнĕ; вара патша, унăн улпучĕсем, унăн арăмĕсемпе çум-арăмĕсем çав савăтсенчен эрех ĕçнĕ. 4Вĕсем эрех ĕçнĕ тата хăйсен туррисене – ылтăн, кĕмĕл, пăхăр, тимĕр, йывăç, чул кĕлеткесене – мухтанă. 5Шăп çавăн чухне этем ал лаппи курăнса кайнă та патша керменĕн шуратнă стени çине, çутаткăçа хирĕç, çырма пуçланă; патша çыракан ал лаппине курнă та 6сăнран улшăннă, сехĕрленсе ӳкнĕ, алли-ури чĕтрене ернĕ, чĕркуççийĕсем пĕр-пĕринпе çапăнса тăр-тăр чĕтренĕ. 7Асамçăсене, халдейсен ăрăмçисене тата çăлтăрçăсене илсе килме хушса, патша хыттăн кăшкăрса янă; патша, сăмах пуçласа, Вавилон ăсчахĕсене каланă: кам та кам çакăнта çырнине вулаять тата унăн пĕлтерĕшне ăнлантарса параять, çавна хĕрхĕлтĕм тумтир тăхăнтартĕç, унăн мăйĕнче ылтăн вăчăра пулĕ, вара вăл патшалăхра виççĕмĕш çын пулĕ, тенĕ. 8Ĕнтĕ патша ăсчахĕсем çитнĕ, анчах та мĕн çырнине вулайман, унăн пĕлтерĕшне патшана ăнлантарса парайман. 9Валтасар патша шуйхансах ӳкнĕ, вăл сăн-питрен те улăшăннă, унăн улпучĕсем вара нимĕн калама пĕлмесĕр аптăраса тăнă. 10Патша амăшĕ патшапа унăн улпучĕсем мĕн калаçнине пĕлнĕ те ĕçкĕ-çикĕ пӳлĕмне кĕнĕ; патша амăшĕ çапла каланă: патша, ĕмĕр-ĕмĕр пурăн! Эсĕ ахалех хăраса ӳкрĕн, сăн-питӳ те ахалех улшăнчĕ санăн. 11Санăн патшалăхунта пĕр ар пурăнать, унра таса Туррăн хăвачĕ пур; патшара аçу ларнă чухнех çав çынра çутă ăс, витĕркуран хастарлăхĕ тата турăсен ăслăлăхĕ евĕрлĕ ăслăлăх пуррине асăрханă; вара хăвăн аçу Навуходоносор патша ăна пĕлĕмçĕсен, асамçăсен, халдейсен ăрăмçисен тата вĕрӳçĕсен пуçлăхне лартнă – санăн аçу, патша хăй, çапла тунă, 12мĕншĕн тесессĕн çав çынра – Даниилра, патша Валтасар тесе ят хунăскерĕнче – хăватлă сывлăш пулнă, тĕлĕк пĕлтерĕшне ăнлантармашкăн, вăрттăнлăх тупсăмне уçса памашкăн, кăткăслăха татса памашкăн унра пĕлӳпе витĕркуран хастарлăхĕ пулнă. Даниила чĕнсе килччĕр – вăл ăнлантарса парĕ, тенĕ патша амăшĕ. 13Вара Даниила патша умне илее пырса тăратнă, патша, сăмах пуçарса, Даниила каланă: манăн патша аттем Иудейăран куçарса килнĕ Иудея ывăлĕсенчен пĕри, Даниил ятли, эсĕ мар-и вăл? 14Эпĕ сан çинчен, санра Турă хăвачĕ, çутă ăс, витĕркуран хастарлăхĕ тата тем тĕрлĕ ăслăлăх пурри çинчен илтрĕм. 15Акă çакăнта çырнине вулама, унăн пĕлтерĕшне мана ăнлантарса пама ăсчахсене тата асамçăсене илсе килнĕччĕ; анчах вĕсем мана ăнлантарса параймарĕç. 16Эпĕ сан çинчен эсĕ пĕлтерĕше ăнлантарма, кăткăслăха татса пама пултарни çинчен илтрĕм; çапла вара, çакăнта çырнине вуласассăн, унăн пĕлтерĕшне мана ăнлантарса парсассăн, сана хĕрхĕлтĕм тумтир тăхăнтартĕç, санăн мăюнта ылтăн вăчăра пулĕ, эсĕ патшалăхра виççĕмĕш çын пулăн, тенĕ. 17Даниил патшана çапла хуравласа каланă: хăвăн парнӳсем хăвнах юлччăр, ят-сума та урăххине пар; мĕн çырнине эпĕ патшана ахалех вуласа, ăнлантарса парăп. 18Эй патша! санăн аçуна, Навуходоносора, Çӳлти Турă патшалăх, аслăлăх, чыс тата мухтав парнеленĕ. 19Ăна Турă панă аслăлăхран пур халăхсем, йăхсем, ăрусем чĕтресе тăнă, унран хăранă: патша кама вĕлерес тенĕ – вĕлернĕ, кама чĕрĕ хăварас тенĕ – чĕрĕ хăварнă, асла кăларас тенине асла кăларнă, кĕçĕне хăварас тенине кĕçĕне хăварнă. 20Анчах чĕри мăнаçлăланса кайсассăн, кăмăлĕ чăрсăрланмаллах хытса çитсессĕн, ăна патшаран сирпĕтнĕ, чысĕ-мухтавĕсĕр тăратса хăварнă; 21ăна ĕнтĕ этем ывăлĕсенчен уйăрнă, унăн ăсĕ-тăнĕ тискер кайăкăнни пек пулса кайнă; вăл хир ашакĕсемпе пĕрле пурăннă; ăна, выльăха тăрантарнă пек, курăкпа тăрантарнă, унăн ӳчĕ-тирĕ тӳпе сывлăмĕпе шăварăннă – этем патшалăхне Çӳлти Турă тытса тăнине, Вăл патшалăха кама парас тет, çавна панине ăнланса иличчен çапла пурăннă. 22Эсĕ те, унăн ывăлĕ Валтасар, çакна пĕтĕмпех пĕлетĕн пулин те, чĕрӳне йăвашлантармарăн, 23Тӳпе Çӳлхуçине хирĕç çĕклентĕн, сан патна Ун Çурчĕн савăчĕсене илсе килчĕç, эсĕ хăв та, санăн улпутусем те, санăн арăмусемпе çум-арăмусем те çав савăтсенчен эрех ĕçрĕç, эсĕ вара кĕмĕл, ылтăн, пăхăр, тимĕр, йывăç тата чул турăсене – курма та, илтме те, шухăшлама та пултарайман турăсене – мухтатăн; хăвăн пурăнăçна, шăпуна Тытса Тăракан Турра мухтамастăн. 24Çавăншăн Унран ал лаппийĕ янă та, вара çак сăмахсене çырса хунă. 25Кунта акă мĕн çырнă: Мене Мене Текел у-Парсин. 26Акă сăмахĕсен пĕлтерĕшĕ: Мене – «Турă санăн патшалăхна шутласа тухнă та ăна пĕтернĕ». 27Текел – «сана тарасапа виçнĕ те эсĕ питĕ çăмăл пулни палăрнă». 28Перес – «санăн патшалăху пайланнă, ăна Миди тата Перси çыннисене панă». 29Валтасар хушнипе вара Даниила хĕрхĕлтĕм тумтир тăхăнтартнă, мăйне ылтăн вăчăра çакса янă, патшалăха тытса тăракансенчен вăл виççĕмĕш çын пулнине пĕлтернĕ. 30Çав каçхинех, çĕрле, халдейсен патшине Валтасара вĕлернĕ, 31патшалăха Миди çынни Дарий йышăннă, вăл утмăл иккĕре пулнă.

6 1Дарий, патшалăхра пур вырăнта та пуçлăх пултăр тесе, çĕр çирĕм сатрап лартнă, 2вĕсен пуçлăхĕсем пулма виçĕ аслă пуçлăха çирĕплетнĕ, вĕсенчен пĕри Даниил пулнă. Патшана йывăр кӳресрен сатрапсен хăйсен ĕçĕ çинчен çавă аслă пуçлăхсене пĕлтерсе тăмалла пулнă. 3Даниил ытти аслă пуçлăхсемпе сатрапсенчен пуринчен те çӳлте тăнă, мĕншĕн тесессĕн унра аслă хăват пулнă, патша ĕнтĕ ăна пĕтĕм патшалăх пуçне лартма та шухăшланă. 4Аслă пуçлăхсемпе сатрапсем вара патшалăх ĕçĕнче Даниила айăплама май паракан сăлтав шырама пикеннĕ; анчах нимĕнле сăлтав та, çитменлĕх те тупайман, мĕншĕн тесессĕн Даниил шанчăклă çын пулнă, унăн ĕçĕнче йăнăш туни те, улталани те пулман. 5Вара çак çынсем каланă: эпир капла ăна айăпламалли сăлтав шыраса тупаймастпăр, вăл хăй Туррийĕн саккунĕ тăрăх пурăнать, çав тĕлĕшпе эпир пĕр-пĕр айăп тупăпăр-ха, тенĕ. 6Ĕнтĕ çавă аслă пуçлăхсемпе сатрапсем патша патне пухăнса пынă та ăна çапла каланă: Дарий патша, ĕмĕр-ĕмĕр пурăн! 7Патшалăхри аслă пуçлăхсем, хула пуçлăхĕсем, сатрапсем, канашçăсем тата çарпуçсем çапла тумалла тесе шутлаççĕ: патша çакăн евĕрлĕ хушу кăларинччĕ – кам та кам вăтăр кун хушшинче, патша, сана мар, пĕр-пĕр турра е çынна тархаслас пулсассăн, çавна арăслан шăтăкне пăрахмалла. 8Патша, çав кăтартăва çирĕплет те хăв хушса калани çине алă пус – Миди тата Перси саккунĕ пулса тăнăран ан улшăнтăрччĕ вăл, ан пăсчăр ăна, тенĕ çав çынсем. 9Дарий патша килĕшнĕ те çакăн пек хушу кăларнă. 10Даниил, çавнашкал хушу тухнине пĕлсессĕн те, пĕрех килне кайнă; унта çӳлти пӳлĕмĕн Иерусалим енчи чӳречисем уçă тăнă; вăл унта унчченхи пекех кунне виçĕ хутчен кĕлтунă, чĕркуçленсе ларса хăй Туррине аслăласа мухтанă. 11Çав çынсем вара, вăрттăн сăнаса тăрса, Даниил патне шăпах вăл хăйĕн Туррине кĕлтунă чухне кĕпĕрленсе пырса кĕнĕ, 12унтан вĕсем патша патне çитнĕ те ăна патша хушăвĕ çинчен аса илтернĕ: патша, кам та кам вăтăр кун хушшинче сана мар, пĕр-пĕр турра е çынна пуççапас пулсассăн, çавна арăслан шăтăкне пăрахмалла тесе алă пусаканни эсĕ марччĕ-и-ха? тенĕ. Патша çапла хуравласа каланă: ку çирĕп сăмах, вăл – Миди çыннисемпе Перси çыннисен саккунĕ, ăна улăштарма юрамасть! тенĕ. 13Лешĕсем ĕнтĕ патшана çапла хуравласа каланă: Даниил вара – Иудейăран куçарса килнĕ çынсенчен пĕри, патша, сана та, эсĕ алă пусса хушнине те нимĕн вырăнне те хумасть, кунне виçĕ хутчен кĕлтăвать, тенĕ. 14Çакна илтсессĕн патша кулянса ӳкнĕ, Даниила çăлса хăварма шут тытнă, ăна хăтарас тесе, хĕвел аничченех ăна çăлмалли мел шыранă. 15Анчах та леш çынсем патша патне пĕтĕм ушкăнĕпех пынă та каланă: пĕлнĕ пул, патша, Миди тата Перси саккунĕ тăрăх, патша çирĕплетсе палăртнине е кăтартнине улăштарма юрамасть, тенĕ. 16Вара патша хушнипе Даниила илсе килнĕ те арăслан шăтăкне пăрахнă; çавăн чухне патша Даниила каланă: эсĕ хăвăн Турруна яланах кĕлтăватăн, Вăл çăлатех сана! тенĕ. 17Ĕнтĕ чул йăтса пынă та унпа шăтăк çăварне хупланă, вара, Даниил пирки йышăннинче улшăну ан пултăр тесе, патша хăйĕн çĕррипе тата хăйĕн улпучĕсен çĕррисемпе шăтăка пичет пусса хăварнă. 18Ун хыççăн патша хăйĕн керменне кайнă, каçхи апат çимесĕрех çывăрма выртнă, ĕçме-çимене хăй патне илсе кĕме те хушман, анчах ыйхи килмен унăн. 19Ирхине патша шуçăмлах тăнă та васкасах арăслан шăтăкĕ патне кайнă, 20вара, шăтăк умне пырса, пăшăрхануллăн Даниила чĕннĕ, патша Даниила каланă: Даниил, чĕрĕ Туррăн чурийĕ! хăвăн Турру, эсĕ чун-чĕререн пуççапакан Турă, арăслансенчен çăлма пултарчĕ-и сана? тенĕ. 21Даниил çавăн чухне патшана каланă: патша! ĕмĕр-ĕмĕр пурăн! 22Манăн Туррăм Хăйĕн Ангелне ячĕ те арăслансен çăварне хупласа хучĕ; вĕсем мана сиен тăваймарĕç, мĕншĕн тесессĕн эпĕ Унăн умĕнче таса пултăм; патша, эпĕ сан умăнта та усал ĕç туман, тенĕ. 23Патша вара уншăн питĕ хĕпĕртесе кайнă, Даниила шăтăкран çĕклесе хăпартма хушнă; Даниила ĕнтĕ шăтăкран хăпартнă, вăл тĕрĕс-тĕкелех пулнă, мĕншĕн тесессĕн вăл хăйĕн Туррине ĕненнĕ. 24Вара патша хушнипе леш çынсене, Даниила айăплакансене, илсе пынă, вĕсене хăйсене те, ачи-пăчине те, арăмĕсене те арăслан шăтăкне тытса пăрахнă; вĕсене шăтăк тĕпне ӳкичченех арăслансем яра-яра илсе çура-çура тăкнă. 25Çавăн хыççăн Дарий патша çапла çырса пĕлтернĕ: «Çĕр çинчи пур халăхсене, йăхсене, ăрусене – тăнăçлăх та ырăлăх пултăр сире! 26Эпĕ çапла хушатăп: патшалăхăмăн кирек хăш вырăнĕнче те Даниил Туррийĕнчен чĕтресе те хăраса тăччăр, мĕншĕн тесессĕн Вăл – чĕрĕ Турă, ĕмĕр-ĕмĕрех пур Турă, Унăн патшалăхĕ арканмасть, Ун патшалăхĕн вĕçĕ пулмасть. 27Вăл хăтарать те çăлать, тӳпере те, çĕр çинче те хăватсемпе кĕтретсем тăвать; Вăл Даниила арăслансенчен çăлчĕ». 28Вара Даниил Дарий патша саманинче те, Перси патши Кир саманинче те ăнăçлă ĕçлесе пурăннă.

7 1Вавилон патши Валтасар пĕрремĕш çул патшара ларнă чухне Даниил хăйĕн çывăран вырăнĕ çинче тĕлĕк тĕлленнĕ, вăл малашне мĕн пулассине курнă. Даниил вара çав тĕлĕке, вăл мĕне пĕлтернине çырса хунă. Çак тĕлтен Даниил каласа пани пуçланать. 2Даниил çапла калать: эпĕ çĕрле, çывăрнă чухне, акă мĕн куртăм: аслă тинĕсре тӳпе çилĕсем – тăватă çил – тулашаççĕ, 3тинĕсрен темĕн пысăкăш тăватă тискер чĕрчун тухрĕ, пĕр евĕрлĕ мар хăйсем. 4Пĕрремĕшĕ – арăслан пек, анчах çунатлă, çуначĕ ăмăрткайăкăнни пек; кайран эпĕ унăн çунаттине тăпăлтарса пăрахнине куртăм; ăна çĕр çинчен йăтса тăратрĕç те, вăл вара, çын пек, ури çине тăчĕ, ăна этем чĕрине пачĕç. 5Акă тата тепĕр тискер чĕрчун, иккĕмĕшĕ, чĕвен тăнă упа евĕрлĕскер; унăн çăварĕнче, шăлĕсем хушшинче – виçĕ шăмă; ăна çапла хушнă: «тăр та мĕн килениччен аш-какай çи!» тенĕ. 6Кайран эпĕ тата тепĕр тискер чĕрчуна куртăм: вăл барс евĕрлĕччĕ; çурăмĕ çинче – кайăк çунаттисем тăваттă, çавă тискер чĕрчунăн пуçĕ те тăваттă; ăна ирĕк-хăват панă пулнă. 7Çавăн хыççăн эпĕ çĕрле тĕлĕкре тăваттăмĕш чĕрчуна куртăм – хăрушăскер, тискерскер, вăйламасскер; шăлĕсем – темĕн пысăкăш, тимĕр; вăл хыпса çăтать те аркатать, юлашкине ури айне туса таптать; вăл малтанхи тискер чĕрчунсенчен пуринчен те уйрăлса тăратчĕ, вăл вунă мăйракаллăччĕ. 8Эпĕ çав мăйракасем çине пăхрăм та – акă вĕсем хушшинчен тата тепĕр мăйрака, пĕчĕкскер, тухнине куртăм; ăна вырăн парас тесе, унчченхи виçĕ мăйракине тымарĕпех тăпăлтарса кăларчĕç; çав мăйракан этемĕнни евĕрлĕ куçсем пурччĕ, мăнаçлăн калаçакан тута-çăвар пурччĕ. 9Юлашкинчен эпĕ çакна куртăм: аслă пукансем лартса тухнăччĕ, Кунĕсемпе Авалхискерĕ аслă пукан çине ларчĕ; Унăн тумтирĕ – шурă юр пек, Унăн çӳçĕ – шуратнă таса çăм пек; Унăн аслă пуканĕ – ялкăшакан çулăм пек, Унăн кустăрмисем – çунакан вут-çулăм. 10Ун патĕнчен вут-кăварлă юханшыв тухать те малалла юхать; пинĕ-пинĕпе Уншăн ĕçлеççĕ, тĕменĕ-тĕменĕпе Ун умĕнче тăраççĕ; тӳресем ларчĕç, кĕнекесем уçăлчĕç. 11Çавăн чухне çакна куртăм эпĕ: мăйрака мăнаçлă сăмахсем каланăшăн тискер чĕрчуна манăн куçăм умĕнчех вĕлерчĕç, кӳлепине те тĕп турĕç – вут-çулăмпа çунтарса ячĕç. 12Ытти тискер чĕрчунсенчен те ирĕкне-хăватне туртса илчĕç, анчах вĕсене вăхăтлăха чĕрĕ хăварчĕç. 13Çĕрле тата акă мĕн куртăм: тӳпери пĕлĕтсемпе пĕрле такам çывăхарать пек – Этем Ывăлĕ пек. Çитрĕ те – Ăна Кунĕсемпе Авалхискерĕ патне илсе пырса тăратрĕç. 14Ăна ирĕк, мухтав тата патшалăх пачĕç, Ăна ĕнтĕ пур халăхсем, йăхсем, ăрусем пăхăнчĕç; Вăл пурне те ĕмĕр-ĕмĕрех Хăй аллинче тытса тăрĕ, Унăн патшалăхĕ нихăçан та арканмĕ. 15Эпĕ, Даниил, аптăраса-пăлхансах ӳкрĕм, куçăма мĕн курăнни сехĕрлентерсех пăрахрĕ мана. 16Эпĕ çавăнта тăраканнисенчен пĕрин патне пытăм та çакă мĕне пĕлтерни çинчен ыйтрăм; вăл мана мĕн курăннин пĕлтерĕшне ăнлантарса пачĕ: 17çакă тăватă пысăк чĕрчун çĕр çинче тăватă патша çĕкленессине пĕлтерет. 18Унтан патшалăха Çӳлти Туррăн сăваплă çыннисем йышăнĕç, вĕсем патшалăха ĕмĕр-ĕмĕрех тытса тăрĕç, терĕ. 19Вара эпĕ тăваттăмĕш тискер чĕрчун мĕне пĕлтерни çинчен пĕлесшĕн пултăм – вăл ыттисенчен пуринчен те уйрăлса тăратчĕ, питĕ хăрушăччĕ: тимĕр шăллăччĕ, пăхăр чĕрнеллĕччĕ, пурне те хыпса çăтатчĕ, аркататчĕ, юлашкине урипе таптатчĕ; 20унăн пуçĕ çинчи вунă мăйрака çинчен те пĕлесшĕн пултăм тата юлашки мăйраки çинчен те ăнлантарса пама ыйтрăм – ăна вырăн парса, виçĕ мăйрака хăйпăнса ӳкнĕччĕ, вăл куçлăччĕ, мăнаçлă калаçакан тута-çăварлăччĕ, çав мăйрака ыттисенчен пысăкрахчĕ. 21-22Эпĕ çав мăйрака сăваплисемпе вăрçă пуçланине, вĕсене Кунĕсемпе Авалхискерĕ килсе çитиччен çĕнтерсе пынине куртăм, – вара çавăн чухне Çӳлти Туррăн сăваплă халăхне тӳрĕлĕхне кура тавăрса панине, патшалăха сăваплисем тытса тăмалли вăхăт çитнине куртăм. 23Вăл мана çапла хуравласа каларĕ: тăваттăмĕш тискер чĕрчунĕ çакна пĕлтерет: çĕр çинче тăваттăмĕш патшалăх пулать, вăл пур патшалăхран та уйăрăлса тăрать, вăл çĕр çинче мĕн пуррине хыпса çăтĕ, таптаса-аркатса пĕтерĕ. 24Вунă мăйрака çакна пĕлтерет: çав патшалăхра вунă патша вăй илсе çĕкленĕ, вĕсем хыççăн урăххи, ыттисенчен уйăрăлса тăраканни, килĕ, вăл виçĕ патшана тĕп тăвĕ, 25вăл Çӳлти Турра хирĕçле сăмахсем калĕ, Çӳлти Туррăн сăваплă çыннисене хĕсĕрлĕ; вĕсен уявĕсене тата вĕсен саккунне чарса лартма ĕмĕтленĕ. Сăваплисене унăн аллине парĕç – пĕр вăхăта, икĕ вăхăта тата çур вăхăта парĕç. 26Кайран тӳресем ларĕç те унран ирĕкне-хăватне туртса илĕç; ăна пĕтерĕç, яланлăха тĕп тăвĕç. 27Çӳлти Туррăн сăваплă халăхне вара тӳпе айĕнчи мĕнпур патшалăхăн мухтавне, ирĕк-хăватне, аслăлăхне парĕç, Унăн патшалăхĕ – ĕмĕрлĕх патшалăх, мĕнпур патша Ăна пăхăнса Уншăн ĕçлесе тăма тытăнĕ. 28Çакăнта сăмах вĕçленет. Эпĕ, Даниил, сехĕрленсех ӳкрĕм, ĕнтĕ сăнăм та улшăнчĕ; анчах эпĕ çакна пурне те чĕремре сыхласа хăвартăм.

8 1Валтасар патша виççĕмĕш çул патшара ларнă чухне мана, Даниила, унччен курăнни хыççăн каллех курăну пулчĕ. 2Эпĕ акă мĕн куртăм: эпĕ Сузă хулинче, Елам çĕрĕн тĕп хулинче пек; эпĕ акă мĕн куртăм: эпĕ Улай юханшывĕ хĕрринче пек. 3Куçăма уçрăм та курах кайрăм: акă юханшыв хĕрринче пĕр сурăх таки тăрать; икĕ мăйракаллă хăй, мăйракисем вăрăм, анчах пĕри тепринчен вăрăмрах, вăрăмми вара кайран ӳснĕ. 4Эпĕ çавă така анăçалла, çурçĕрелле тата кăнтăралла сĕкнине куртăм, ăна нимĕнле чĕрчун та хирĕç тăраймасть, унран хăтăлма та çук; мĕн тăвас килет, çавна тăвать вăл, вăйланнăçемĕн вăйлансах пырать. 5Эпĕ çакăн çинчен шухăшласа тăраттăм – курах кайрăм: акă анăç енчен, пĕтĕм çĕр çийĕн, качака таки килет, çĕре перĕнмесĕр пырать; çавă качака такин куçĕсем хушшинче темĕн пысăкăш мăйрака. 6Çав качака таки икĕ мăйракаллă сурăх таки енне вирхĕнсе пырать, – эпĕ вăл юханшыв хĕрринче тăнине курнăччĕ, – качака таки ун çине урăм-сурăм хаярлăхпа сиксе ӳкрĕ. 7Эпĕ куртăм ĕнтĕ: сурăх таки патне çывхарнăçемĕн вăл тата хытăрах талăрса кайрĕ, ăна çитсе çапса унăн икĕ мăйракине те хуçса пăрахрĕ; ăна хирĕç тăма сурăх такин вăйĕ çитеймерĕ, качака таки ăна çĕре çапса антарчĕ, ватса-таптаса тăкрĕ – сурăх такине хăтарма пултараканни тупăнмарĕ. 8Качака таки çавăн хыççăн шутсăрах вăйланса кайрĕ; анчах та, хăватланса çитсессĕн, пысăк мăйраки хуçăлчĕ, ун вырăнне вара тĕнченĕн тăватă еннелле кăнтарăнса тăракан тăватă мăйрака шăтса тухрĕ. 9Çавсенчен пĕринчен тепĕр мăйрака шăтса тухрĕ; малтан вăл пĕчĕккĕччĕ, кайран ӳссе кайрĕ те кăнтăралла, тухăçалла тата илемлĕ çĕршыв еннелле тăсăлчĕ, 10вăл тӳпе çарĕ патнех çитрĕ, çав çарăн тата çăлтăрсен пĕр пайне çĕр çине шăлса пăрахрĕ те таптарĕ вĕсене, 11вăл çав çарăн Çулпуçĕ патнех çĕкленчĕ, Ăна куллен кӳмелли парнесемсĕр тăратса хăварчĕ, Унăн сăваплă вырăнне ирсĕрлетрĕ. 12Куллен кӳмелли парне те, çар та унран усал ĕçсемшĕн мăшкăл курчĕ; вăл чăнлăха çĕре пăрахрĕ; хăйĕн ĕçĕнче ăнтарсах пычĕ. 13Эпĕ пĕр святой калаçнине илтрĕм, тепĕр святойĕ вара калаçаканнинчен çапла ыйтрĕ: «курăнни – куллен кӳмелли парнене хурласси, Сăваплă Çурта çаратасси-ирсĕрлетесси, çара мăшкăлласси – мĕн вăхăта тăсăлĕ-ши ку?» терĕ. 14Лешĕ ăна çапла хуравларĕ: «икĕ пин те виççĕр каçпа ир; вара Сăваплă Çурт тасалĕ» терĕ. 15Çакна курсассăн, эпĕ, Даниил, унăн пĕлтерĕшне ăнкарма тăрăшрăм – акă ман умăма ар евĕрлĕскер тухса тăчĕ. 16Эпĕ Улай юханшывĕ çийĕнчен килекен сасса, этем сассине: «Гавриил! ăна çак курăнăва ăнлантарса пар!» тенине илтрĕм. 17Вăл вара эпĕ тăнă вырăна пычĕ. Вăл çывхарсассăн, эпĕ, сехĕрленсе, ӳпне ӳкрĕм; вăл мана çапла каларĕ: пĕлнĕ пул, этем ывăлĕ, çакă курăну – юлашки самана çинчен, терĕ. 18Вăл манпа калаçнă чухне эпĕ çĕр çинче ним туймасăр ӳпне выртаттăм; вăл мана сĕртĕнсе ура çине тăратрĕ те 19каларĕ: «акă эпĕ сана çилĕ кунĕсен вĕçĕнче, палăртса хунă вăхăт вĕçĕнче, мĕн пуласса уçса парăп. 20Эсĕ курнă икĕ мăйракаллă сурăх таки вăл – Миди тата Перси патшисем. 21Çăмламас качака таки вара – Греци патши, унăн куçĕсем хушшинчи пысăк мăйрака – грексен пĕрремĕш патшийĕ; 22мăйраки хуçăлчĕ, ун вырăнне тăватă урăх мăйрака тухрĕ: ку вăл çакă халăхран тăватă патшалăх пулса каясса пĕлтерет, анчах вĕсем пĕрремĕш патша пекех вăйлă пулаймĕç. 23Вĕсен патшалăхĕн вĕçĕнче, вĕсен усал ĕçĕсен виçи тулса çитсессĕн, сĕмсĕр те каварлашас тĕлĕшĕпе ăста патша килĕ; 24вăл вăйлă пулĕ, анчах пĕрремĕш патша пекех мар. Вăл хăрушла çĕмĕрсе-çаратса тухĕ, хăйĕн ĕçне ăнăçлă тăвĕ, вăйлисене те, сăваплисен халăхне те аркатĕ; 25чеескер, вăл тем тĕрлĕ кавар та тăвĕ – вара чĕри мăнаçланса кайĕ, нумайăшне вăл пĕр кĕтмен çĕртен çĕмĕрсе тăкĕ, вара патшасен Патшине те хирĕç çĕкленĕ. Ăна аркатса тăкĕç, анчах этем аллипе мар. 26Каçсемпе ирсем çинчен мĕн курăнни, вĕсем çинчен мĕн калани – чăн; эсĕ çак курăнăва пытарса усра: вăл аякри кунсем çинчен». 27Эпĕ ĕнтĕ, Даниил, халтан кайса, темиçе кун хушши чирлĕ выртрăм; унтан тăтăм та патша ĕçĕсене пикентĕм; мĕн курни мана хăратсах пăрахрĕ, эпĕ ăна ăнланмарăм.

9 1Дарий – Ассуир ывăлĕ, Миди ăрăвĕнчен тухнăскер, Халдея патшалăхĕн патши пулма лартнăскерĕ – 2пĕрремĕш çул патшара ларнă чухне эпĕ, Даниил, Турă Çырăвĕнче çырнине – Çӳлхуçа Иеремия пророка пĕлтернĕ тăрăх, Иерусалим çитмĕл çул хушши юхăнса выртмалла тенине – ăнкарса илтĕм. 3Вара эпĕ Çӳлхуçа Турра тархасларăм; типĕ тытса, хуйхă тумтирĕ тăхăнса, хама кĕлпе сапса кĕлтурăм. 4Эпĕ Çӳлхуçана, хамăн Туррăма, йăлăнтăм, çылăхăмсене каласа парса ӳкĕнтĕм, çапла каларăм: эй аслă та хăватлă Çӳлхуçа Туррăм, Эсĕ шанчăклă, Эсĕ Хăвна юратакансемпе, Ху хушнисене туса тăракансемпе хывнă халална упратăн! 5Эпир вара çылăха кĕтĕмĕр, йĕркесĕр ĕçсем туса тултартăмăр, чурăслантăмăр, Санăн ӳкĕтӳсенчен, Санăн йĕркӳсенчен пăрăнтăмăр, 6Санăн чурусене, пророксене, – Санăн ятупа пирĕн патшамăрсене, аслă çыннăмăрсене, аттемĕрсене, çĕршывăн мĕнпур халăхне вĕрентсе каланă пророксене – итлемерĕмĕр. 7Çӳлхуçамăм, Эсĕ – тӳрĕ, эпир вара халĕ намăс айне пултăмăр – Иудейăра, Иерусалимра пурăнакан пур халăх та, пĕтĕм Израиль те: çывăхра пурăнаканнисем те, аякра пурăнаканнисем те, Эсĕ хăвăнтан пăрăннăшăн ытти çĕршывсене хăваласа янисем те. 8Эй Çӳлхуçамăр! эпир, пирĕн патшасем, пирĕн пуçлăхсем, пирĕн аттесем намăс айне пултăмăр, мĕншĕн тесессĕн Санăн умăнта çылăха кĕтĕмĕр. 9Çӳлхуçа Туррăмăр пире хĕрхенинччĕ, каçаринччĕ, мĕншĕн тесессĕн эпир Ăна хирĕç тăтăмăр, 10Çӳлхуçа Туррăмăра итлемерĕмĕр, Хăйĕн пророк чурисем урлă панă саккунĕсене уямарăмăр. 11Пĕтĕм Израиль Санăн саккунна пăсрĕ – пăрăнчĕ, Сана итлесшĕн пулмарĕ; çавăншăн пире Турă чурин Моисейĕн саккунĕнче çырăннă ылханпа айăплав çитрĕ, мĕншĕн тесессĕн эпир Ун умĕнче çылăха кĕтĕмĕр. 12Вăл пирĕн тĕлĕшĕпе, пире сут тăвакан тӳресем тĕлĕшĕпе каланă сăмахне пурăнăçларĕ: пирĕн çине пысăк инкек ячĕ – Иерусалим тӳснĕ пек инкек халиччен тӳпе айĕнче те пулман. 13Моисей саккунĕнче çырнă пур инкек те пирĕн пата çитрĕ, анчах та эпир Çӳлхуçа Туррăмăра тархасламарăмăр, хамăрăн çылăхсенчен хăпмарăмăр, Санăн чăнлăхна йышăнмарăмăр. 14Çӳлхуçа инкек ярассине вăраха тăсман, ăна пирĕн çине янă. Çӳлхуçа Туррăмăр тăвакан пур ĕç те тĕрĕс, анчах эпир Ăна итлемерĕмĕр. 15Эй Çӳлхуçа Туррăмăр, Эсĕ хăватлă аллупа Хăвăн халăхна Египет çĕрĕнчен илсе тухнă, Санăн яту паянхи кунчченех мухтавлă; эпир вара çылăха кĕрсе пĕтрĕмĕр, йĕркесĕр хăтлантăмăр. 16Эй Çӳлхуçамăм! Эсĕ пур тĕлĕшпе те тӳрĕ, анчах Хăвăн çиллӳпе хаярлăхна Хăвăн Иерусалим хулу çинчен, Хăвăн таса тăву çинчен сирсе ярсамччĕ; пирĕн çылăхсемшĕн, пирĕн аттесен йĕркесĕр ĕçĕсемшĕн Иерусалима тата Санăн халăхна таврари халăхсем пурте мăшкăллаççĕ. 17Эй Туррăмăр, халĕ Хăвăн чуру кĕллине, вăл тархасланине илтсемччĕ, эй Çӳлхуçамăр, çаратса хăварнă сăваплă Çурту çине Хăвăншăн çутă сăнупа пăхсамччĕ. 18Эй Туррăм, хăлхуна тайсамччĕ, илтсемччĕ! Куçна уçсамччĕ, пирĕн хулана – Санăн ятупа хисепленекен хулана – мĕнле çаратса хăварнине курсамччĕ! Хамăрăн тӳрĕлĕхе шанса мар, Санăн виçесĕр хĕрхенекен кăмăлна шанса, Сан умăнта ӳксех тархаслатпăр. 19Çӳлхуçамăр, илтсемччĕ! Çӳлхуçамăр, каçарсамччĕ! Çӳлхуçамăр, тăнласамччĕ! Эпир ыйтнине Хăвăншăн пурнăçласамччĕ, вăраха ан ярсамччĕ, мĕншĕн тесессĕн, Туррăмçăм, Санăн хулу çине, Санăн халăху çине Санăн яту çырăннă, терĕм. 20Эпĕ çапла каласа кĕлтунă чухне, хамăн çылăхăмсене тата пĕтĕм халăхăмăн, Израилĕн, çылăхĕсене каласа парса чунтанах ӳкĕннĕ чухне, Çӳлхуçа Туррăма пĕтĕм чунтан Туррăмăн сăваплă тăвĕшĕн тархасланă чухне, 21акă çаплах кĕлтунă чухне эпĕ унччен маларах курнă Гавриил ар хăвăрт вĕçсе килсе мана пырса сĕртĕнчĕ. Ку каçхи парне кӳмелли вăхăтра пулчĕ; 22мана ăса вĕрентсе, вăл çапла каларĕ: Даниил! эпĕ халĕ сана пĕлӳ пама антăм. 23Эсĕ кĕлтума пуçласанах хурав пулчĕ, эпĕ сана, суйласа илнĕ çынна, çавна пĕлтерме килтĕм. Эсĕ мĕн хушнине тăнла, мĕн курнине ăнланса ил. 24Йывăр айăпа сирме, çылăхсене çĕтерме, йĕркесĕр ĕçсене каçарттарма, ĕмĕрлĕхе тӳрĕлĕхе çирĕплетме, курăнупа пророкла калани çине пичет хума, Сăваплăран Сăваплине çу сĕрсе яма санăн халăхупа санăн сăваплă хулу валли çитмĕл çичĕçуллăх палăртнă. 25Çапла вара, пĕл те ăнланса ил: Иерусалима çĕнетсе туса лартма хушнăранпа Христос Патша киличчен çичĕ çичĕçуллăх иртет, унтан тата утмăл икĕ çичĕçуллăх иртет; вара халăх каялла таврăнĕ, урамсемпе хӳмесем çĕнелсе лайăхланĕç, анчах ку питех те йывăр вăхăт пулĕ. 26Утмăл икĕ çичĕçуллăх иртсессĕн, Христоса вĕлерме тытса парĕç, вара нимĕн те юлмĕ; килсе çитекен çулпуçăн халăхĕ хулана та, сăваплă Çурта та аркатĕ. Унăн вĕçĕ талай евĕрлĕ пулĕ, вăрçă вĕçленичченех çарату та аркату пулмалла. 27Вăл пĕр çичĕçуллăха нумайăшĕпе килĕшӳ тăвĕ; парне парассине, тырă-пулă парни кӳрессине çур çичĕçуллăха чарса лартĕ, çав вырăна ирсĕрлетĕ, унта йĕрĕнчĕк лартса хурĕ – ирсĕрлетекеннине палăртса хунă вилĕм çитичченех çапла пулĕ.

10 1Кир, Перси патши, виççĕмĕш çул патшара ларнă чухне Даниила, Валтасар тесе чĕннĕскерне, малашне мĕн пуласси курăннă – çакă вăл аслă вăрçă çинчен пĕлтернĕ чăн хыпар пулнă. Даниил хăйне мĕн курăннине ăнланса илнĕ. 2Çав кунсенче эпĕ, Даниил, ĕнтĕ виçĕ эрне хушши хуйхăрса-хурланса пурăнаттăм: 3тутлă апат çимен эпĕ; çăварăма аш-какайпа эрех те кĕмен, виçĕ эрне кунĕсем иртиччен ырă шăршăллă çупа та сĕрĕнмен. 4Пĕрремĕш уйăхăн çирĕм тăваттăмĕш кунĕнче вара эпĕ аслă Тигр юханшывĕ хĕрринче пултăм, 5куçăма çӳлелле çĕклесе пăхрăм та курах кайрăм: акă йĕтĕн тум тăхăннă ар тăрать, пилĕкне Уфаз ылтăнĕнчен тунă пиçиххи çыхнă. 6Ӳчĕ-пĕвĕ унăн – топаз пек, сăнĕ – çиçекен çиçĕм пек, куçĕсем – çунакан çутаткăç пек, алли-ури – ялтăртатакан пăхăр пек, сассийĕ – халăх шавĕ пек. 7Çакна пĕр эпĕ çеç, Даниил, куртăм, манпа пĕрле пулнă çынсем курмарĕç; анчах вĕсем темĕн тĕрлĕ сехĕрленсе ӳкрĕç те, пытанас тесе, пурте тарса пĕтрĕç. 8Эпĕ ĕнтĕ пĕчченех юлса çакă аслă курăнăва пăхса тăтăм, анчах та манăн пĕтĕм вăй-халăм пĕтсе ларчĕ, эпĕ лăштăр кайрăм. 9Акă эпĕ унăн сассине илтрĕм – унăн сассине илтсенех, тăнран кайса, ӳпне ӳкрĕм те питĕмпе çĕре перĕнсех выртрăм. 10Акă мана алă сĕртĕнсе илчĕ те çӳлелле çĕклерĕ – эпĕ ĕнтĕ, аллăмсемпе çĕре тĕреленсе, чĕркуççи çине тăтăм. 11Мана вăл çапла каларĕ: Даниил, суйласа илнĕскерĕ! Эпĕ хăвна калакан сăмаха ăшна хыв. Уру çине тăр, мĕншĕн тесессĕн паян мана сан патна янă, терĕ. Мана çак сăмахсене каланă чухне эпĕ, чĕтресе, ура çине тӳрленсе тăтăм. 12Вăл мана каларĕ: ан хăра, Даниил; эсĕ, хăвăн Турру умĕнче йăвашланса, пĕлесчĕ, ăнланасчĕ тесе чĕрӳне Турă еннелле çавăрнă пĕрремĕш кунранах санăн сăмахна илтнĕ. Санăн сăмахна пула килтĕм те эпĕ. 13Перси патшалăхĕн пуçлăхĕ çирĕм пĕр кун мана хирĕç тăчĕ. Эпĕ унта Перси патшисемпе куçа-куçăн тăтăм – вара Михаил, пĕрремĕш пуçлăхсенчен пĕри, мана пулăшма çитрĕ. Эпĕ ăна Перси патшисем патĕнче хăвартăм. 14Халĕ вара эпĕ юлашки вăхăтра санăн халăхна мĕн-мĕн пулассине пĕлтерме килтĕм, мĕншĕн тесессĕн эсĕ мĕн курни вăл – çав кунсем çинчен, терĕ. 15Вăл мана çакăн пек сăмахсем каланă чухне эпĕ çĕр çине ӳпне ӳкрĕм, чĕлхесĕр пулнă пекех выртрăм. 16Акă такам, сăнран этем ывăлĕсем евĕрлĕскер, манăн тутана сĕртĕнсе илчĕ те, эпĕ çăварăма уçрăм, калаçма пуçларăм, хамăн умра тăракана каларăм: хуçамăм! çакна курнă чухне манăн ăшăм-чиккем хускалчĕ, вай-халăм пĕтсе ларчĕ. 17Эпĕ, хуçамăн чури, хамăн хуçампа калаçма пултарайăп-ши? манăн чĕптĕм вăй та çук, сывлăш çавăрайми пултăм, терĕм. 18Унтан çавă, этем евĕрлĕскерĕ, мана каллех сĕртĕнчĕ те мана вăй-тĕрек кĕртрĕ. 19Вăл çапла каларĕ: ан хăра, суйласа илнĕскерĕ! канăçлăх пултăр сана; тĕреклĕлен, тĕреклĕлен! терĕ. Вăл çапла каланă хушăра эпĕ тĕреклĕлентĕм те каларăм: кала, хуçамăм! эсĕ мана вăй-хал патăн, терĕм. 20Вăл çапла каларĕ: эпĕ сан патна мĕншĕн килнине пĕлетĕн-и? Эпĕ халĕ Перси пуçлăхĕпе çапăçма каялла каятăп; çав çапăçăва вĕçлесессĕн, акă Греци пуçлăхĕ килĕ. 21Эпĕ сана Чăнлăх Кĕнекинче мĕн çырнине пĕлтерĕп; вĕсемпе çапăçнă чухне мана сирĕн Михаил пуçлăхăр çеç пулăшать, унсăр пуçне никам та пулăшмасть.

11 1Эпĕ ăна Миди çынни Дарий патшана ларнă çулхинех пулăшрăм, хунтăларăм. 2Халĕ эпĕ сана чăнлăх пĕлтеретĕп. Перси çĕрĕнче тата виçĕ патша çĕкленĕ; кайран тăваттăмĕшĕ çĕрме пуянлăхĕпе пуринчен те иртсе кайĕ, пуянлăхĕпе вăйланса çитсессĕн, ыттисене пурне те Греци патшалăхне хирĕç тăратĕ. 3Вара хăватлăран хăватлă патша çĕкленĕ, вăл анлă çĕрсене ярса илĕ те мĕн тăвас тет, çавна тăвĕ. 4Вăл çапла çĕкленнĕ хыççăн унăн патшалăхĕ арканса кайĕ те тĕнченĕн тăватă енне кура пайланĕ, хăйĕн тăхăмне куçмĕ, ĕнтĕ ун вăхăтĕнчи пек пулаймĕ, мĕншĕн тесессĕн унăн патшалăхĕ пайланса кайĕ; унăн патшалăхне туртса илĕç те юттисене парĕç. 5Кайран кăнтăр патши вăйланса кайĕ, анчах унăн асла çарпуçĕ унран вăйлăрах пулса тăрĕ те тата анлăрах çĕрсене ярса илĕ. 6Анчах та темиçе çултан вĕсем çывăхланĕç; çав килĕшĕве çирĕплетмешкĕн кăнтăр патшийĕн хĕрĕ çурçĕр патшине качча кайĕ; анчах вăл пысăк вăя хăйĕн аллинче тытса тăраймĕ, унăн ăрăвĕ те сыхланса юлаймĕ: ăна хăйне те, унпа пĕрле килнисене те, унăн ачине те, ăна хунтăлакана та пĕтерĕç. 7Анчах та унăн тымарĕнчен тухнă хунавсенчен пĕри патшана ларĕ; вăл, çурçĕр патшин çарне хирĕç кайса, унăн çирĕплетнĕ хулисене çитсе кĕрĕ, вирлĕ тапăнса вĕсене парăнтарĕ, 8вĕсен туррисен кĕлеткисене те, шăратса тунă йĕрĕхĕсене те, хаклă савăчĕсене те – ылтăн та кĕмĕл савăтсене – ярса илсе Египета илсе кайĕ. Çавăн хыççăн вăл темиçе çул хушши çурçĕр патшине чăрмантармĕ. 9Лешĕ вара кăнтăр патшийĕн патшалăхне тапăнса пăхĕ, анчах каялла хăйĕн çĕрне таврăнĕ. 10Кайран унăн ывăлĕсем вăрçă пуçлĕç, нумай йышлă çар пуçтарĕç; вĕсенчен пĕри, хăвăрттăн кайса, талай пек капланса кĕрĕ, малалла кайса, тăшмансен çирĕплетнĕ вырăнĕ патне çитĕ. 11Кăнтăр патши вара, талăрса кайса, çурçĕр патшипе çапăçма тухĕ. Лешĕ пысăк çар кăларса тăратĕ, анчах унăн çарĕ кăнтăр патшийĕн аллине лекĕ. 12Çурçĕр патшин çарне аркатсассăн, кăнтăр патшийĕн чĕри мăнаçлăланса кайĕ; вăл тăшманĕсене пинĕ-пинĕпе тĕп тăвĕ, анчах та унăн вăйĕ нумайлăха пымĕ. 13Çурçĕр патши çĕнĕрен çар пуçтарĕ, ку унчченхинчен те йышлăрах пулĕ; темиçе çултан питĕ лайăх хатĕрленнĕ пысăк çарпа килсе тапăнĕ. 14Çав вăхăтра чылайăшĕ кăнтăр патшине хирĕç çĕкленĕ. Эсĕ мĕн курни чăна тухтăр тесе, сан халăхун пăлхавлă ывăлĕсем те çĕкленĕç, анчах вилсе пĕтĕç. 15Ĕнтĕ çурçĕр патшийĕ çитĕ, тăпрас хăпартĕ те çирĕплетнĕ хулана ярса илĕ: кăнтăр вăйĕ хирĕç тăраймĕ, унăн чи паха çарĕ те тӳсеймĕ; хирĕç тăма вăй çитеймĕ. 16Кам та кам ăна хирĕç тухĕ – вăл хушнă пекех тума пуçлĕ, никам та ун умĕнче тытăнса тăраймĕ; вара мухтавлă çĕр çине хăйĕн йышĕпе вырăнаçĕ; пĕтĕм çĕр унăн аллине лекĕ. 17Вăл ĕнтĕ пĕтĕм кăнтăр патшалăхне ярса илме шухăш тытĕ, хăйĕн тăшманĕпе килĕшӳ тăвĕ, пĕтерес шухăшпа ăна хăйĕн хĕрне качча парĕ – ĕç тухмĕ унăн, усси пулмĕ. 18Вара вăл утравсем енне çул тытĕ те чылайăшне ярса илĕ, анчах та пĕр çулпуç унăн чăрсăрлăхне чарса лартĕ – хăйне кăтартнă мăшкăла ăна каялла тавăрса парĕ. 19Вăл каялла хăй çĕршывĕнчи керемсем енне çул тытĕ, анчах ăна аркатса тăкĕç, такăнĕ, кайса ӳкĕ, йĕрĕ те юлмĕ. 20Ун вырăнне тепĕри патшана ларĕ, патшалăх илемне çаратса тухмашкăн вăл хырçă пуçтаракана кăларса ярĕ; кăштах вăхăт иртĕ те – пĕтерĕç ăна, анчах уççăн та мар, çапăçура та мар. 21Ун вырăнне тепĕри – ирсĕрскер – патшана ларĕ; ăна патшана тивĕçекен чап-мухтав пулмĕ, вăл пĕр шăв-шавсăр килĕ, йăпăлтатса патшалăха çавăрса илĕ. 22Пĕтĕмпех таптаса ура айне тăвакан эшкерсене таптĕ те аркатĕ вăл, халал çулпуçне хăйне парăнтарĕ; 23чее шухăшпа вăл килĕшӳ тăвĕ; çынни сахал пулĕ те, анчах вăй пухĕ. 24Лăпкă пурăнăçлă та тулăх çимĕçлĕ çĕршывсене пырса кĕрĕ, унта вăл хăйĕн ашшĕсемпе ашшĕсенĕн ашшĕсем туманнине тăвĕ; туртса илнине, çаратса тултарнă пурлăха тата пуянлăха хăйсеннисемпе пĕрле салатса пĕтерĕ, ĕнтĕ керемсене ярса илме те шухăш тытĕ, анчах та ку вăхăтлăха çеç пулĕ. 25Вăл пĕтĕм вăйне, хĕрӳлĕхне кăнтăр патшине хирĕç ярĕ, ăна кăнтăр патши пысăк йышлă çарпа çитсе тапăнĕ; йышлă та питех те вăйлă çарпа вăрçа тухĕ, анчах тӳссе тăраймĕ, мĕншĕн тесессĕн ăна хирĕç кавар тăвĕç. 26Ăна хăйĕн сĕтелĕ хушшинче ĕçсе-çисе тăнисемех пĕтерĕç; çарĕ талай çитсе çапнă пек саланĕ, нумайăшĕ вилсе пĕтĕ. 27Икĕ патша, усал шухăш тытнăскерсем, пĕр сĕтел хушшинче пĕр-пĕрне суеçтерсе ларĕç, анчах та ĕç тухмĕ вĕсен, мĕншĕн тесессĕн пĕтес вăхăт çитмен-ха. 28Вара вăл, питех те пысăк тупăш илсе, сăваплă халала хирĕç тăшманла шухăш тытса, хăйĕн çĕршывнелле çул тытĕ, мĕн шухăшланине тăвĕ вăл, унтан хăйĕн çĕршывне таврăнĕ. 29Палăртнă вăхăтра вăл каллех кăнтăра вăрçăпа кайĕ, анчах урăх унчченхи пек пулмĕ; 30вăл вăрçăпа тухнă вăхăтрах Киттим карапĕсем пырса çитĕç; вара вăл шикленсе ӳкĕ те каялла таврăнĕ; сăваплă халала кураймасăр, хăй шухăшланине пурăнăçлĕ, сăваплă халалран уйрăлса кайнисемпе каллех килĕшӳ тăвĕ. 31Вăл унта хăйĕн эшкерĕсене ярĕ, çавсем аслă хăватăн сăваплă Çуртне ирсĕрлетĕç, куллен парне кӳрессине чарса лартĕç, çавăнта йĕрĕнчĕк лартса хурĕç. 32Сăваплă халалран пăрăннă йĕркесĕр çынсене вăл, йăпăлтатса, хăй майлă çавăрĕ; анчах хăйсен Туррине манăçламаннисем вăй илĕç те ĕçе пикенĕç. 33Ăсчахсем халăха вĕрентĕç, вĕсене пĕр вăхăт хĕçпе те, вут-кăварпа та, тыткăна илсе кайса та, çаратса та тертлентерĕç; 34çавăн пек асапланнă вăхăтра вĕсене кăштах пулăшу пулĕ, чылайăшĕ вĕсен майлă тăрĕ, анчах çакна чун-чĕререн тумĕç вĕсем. 35Ăсчахсенчен хăшĕ-пĕри – тĕрĕслев витĕр тухмашкăн, тасалмашкăн, шуралса çитмешкĕн – юлашки вăхăт çитичченех асап тӳсĕ, мĕншĕн тесессĕн палăртса хуни çитиччен вăхăт пур-ха. 36Леш патша вара хăй мĕн тăвас тенине тăвĕ; мăнаçланса кайĕ, хăйне кирек епле турăран та çӳле хурĕ, турăсен Туррине те хурлама тытăнĕ, çилĕ кунĕсем çитиччен вăл ăнăçтарсах пырĕ: ĕнтĕ мĕн палăртса хунă, çавă пулатех. 37Вăл ашшĕсенĕн туррисене те, хĕрарăмсем юратаканскерне те, нимĕнле урăх турра та хисепе хумĕ, мĕншĕн тесессĕн хăйне пуринчен те çӳле хурĕ. 38Вĕсем вырăнне вăл керемсен туррине – хăйĕн ашшĕсем пĕлмен турра – чыс тăвĕ, ăна вăл ылтăнпа та кĕмĕлпе, хаклă чулсемпе, хаклă парнесемпе чысласа тăрĕ, 39ют турăпала вăл çирĕп керемсене аркатĕ, хăйне парăннисенĕн ятне-чапне ӳстерĕ, нумайăшне вĕсенĕн аллине парĕ, вĕсене çĕр парнелесе валеçсе парĕ. 40Юлашки вăхăт çитĕ – кăнтăр патши ăна хирĕç вăрçăпа тухĕ; çурçĕр патши ăна çил-тăвăл евĕр çитсе тапăнĕ – вăрçă ураписемпе, утлă çарпа, йышлă караппа; вăл тĕрлĕ çĕршыв витĕр талай пек иртсе кайĕ. 41Вăл чи илемлĕ çĕршыва пырса кĕрĕ, темĕн чухлĕ çĕре тустарса тухĕ, Эдом, Моав тата Аммон ывăлĕсен пысăк пайĕ çеç ун аллинчен сыхланса юлĕ. 42Аллине тĕрлĕ çĕршыв еннелле тăсĕ; Египет çĕрĕ те хăтăлаймĕ. 43Хаклă мула – ылтăн-кĕмĕле, Египетăн пĕтĕм пуянлăхне – ярса илĕ; Ливи çыннисемпе Эфиопи çыннисем ун ури умне ӳкĕç. 44Анчах тухăçран та çурçĕртен çитнĕ хыпарсем ăна хăратса пăрахĕç те, вăл, урса кайса, çавăнталла çул тытĕ, аркатĕ, çĕмĕрĕ вара, нумайăшне тĕп тăвĕ; 45вăл хăйĕн патша чатăрĕсене тинĕспе мухтавлă сăваплă Çуртăн тăвĕ хушшине карса тухĕ; анчах хăйĕн вĕçĕ тĕлне çитсе тăрĕ, ăна никам та пулăшмĕ.

12 1Çавăн чухне вара Михаил – аслă пуçлăх, санăн халăхна хӳтĕлекенĕ – çĕкленĕ, мĕншĕн тесессĕн халиччен пĕр халăх та курман-пĕлмен хĕн-асап вăхăчĕ çитĕ; çавăн чухне санăн халăху – кĕнекене çырса хунисем пурте – çăлăнса юлĕç. 2Çĕр айĕнче çывăракансем нумайăшĕ вăранĕç: пĕрисем – ĕмĕрлĕх пурăнăç валли, тепĕрисем – ĕмĕрех намăс курма, мăшкăл валли. 3Ăсчахсем тӳпери çутă пек, нумайăшне тĕрĕслĕх енне çавăрнисем çăлтăр пек ялкăшса тăрĕç – ĕмĕр-ĕмĕре, ĕмĕрлĕхе! 4Эсĕ вара, Даниил, çакă сăмахсене юлашки вăхăт çитиччен пытарса усра, çакă кĕнекене пичет пусса хур; ăна нумайăшĕ вулĕ, пĕлӳ ӳсĕ, терĕ вăл мана. 5Çавăн чухне эпĕ, Даниил, пăхрăм та – акă тата иккĕн тăраççĕ: пĕри – юханшывăн ку енче, тепĕри – юханшывăн леш енче. 6Вĕсенчен пĕри йĕтĕн тум тăхăннă артан, юханшыв тĕлĕнче тăраканскертен, çапла ыйтрĕ: ку тĕлĕнтермĕш ĕçсен вĕçĕ хăçан пулать-ши? терĕ. 7Эпĕ вара йĕтĕн тум тăхăннăскерĕ, юханшыв тĕлĕнче тăраканскерĕ, мĕнле хуравланине илтрĕм, вăл икĕ аллине те çĕклесе Ĕмĕр-ĕмĕр Пурăнаканăн ячĕпе тупа турĕ: пĕр вăхăтран, икĕ вăхăтран тата çур вăхăтран, сăваплă халăхăн вăйне текех аркатми пулсассăн, пĕтĕмпе вĕçленĕ, терĕ. 8Илтме илтрĕм эпĕ, анчах ăнланаймарăм, çавăнпа та: хуçамăм! вĕçĕ мĕнле пулать? тесе ыйтрăм. 9Вăл çапла хуравларĕ: каях, Даниил! çакă сăмахсене юлашки вăхăтчен пытарса, пичет пусса хунă. 10Нумайăшĕ тасалĕ, шуралĕ те сăнаса тĕрĕслени витĕр тухĕ; йĕркесĕррисем йĕркесĕр хăтланĕç, йĕркесĕррисенчен çакна нихăшĕ те ăнланаймĕ, ăсчахсем кăна ăнкарса илĕç. 11Кулленхи парнене кӳме чарнăранпа, йĕрĕнчĕк лартса хунăранпа пин те икçĕр тăхăрвунă кун иртĕ. 12Пин те виççĕр вăтăр пилĕк куна кĕтекен, ăна кĕтсе илме пултаракан телейлĕ пулĕ. 13Эсĕ вара хăвăн вĕçӳ еннелле ут. Эсĕ канăç тупăн, кайран, вăхăт вĕçĕнче, хăвăн пайна илме вăранăн, терĕ.