Ÿ

ÿт(-пÿ) Библинче, уйрăмах Павел апостол çырăвĕсенче, çак сăмахăн куçăмлă пĕлтерĕшĕ пур: этемĕн çылăхла шухăш-кăмăлĕ. Хирĕçле ăнлава вара сывлăш (БКИ) е чун-чĕм (РБП) сăмахсемпе палăртнă. Гал.5:16-21 тăрăх ÿт-пÿ (çылăхла шухăш-кăмăл) çылăхла ĕçсем (çылăхсем) тутарать (Ытар.23:7 - "ăшĕнчи шухăшĕ еплерех, вăл хăй те çавăн пекех").