Библи çинчен

Библин ячĕ çинчен

Библи сăмах грек чĕлхинчен килнĕГрекла та библиа тени кĕнекесем тенине пĕлтерет. Мĕншĕн çапла? Мĕншĕн тесен Библи - 66 кĕнекен пуххи.

Унсăр пуçне ĕненекенсем хушшинче Библине тĕрлĕрен теççĕ:

Турă Сăмахĕ

Таса Çыру

Сăваплă Çыру

Çыру

Çырни

 

ĕнчене çылăх кĕриччен Адам хăйне пултарнă Турăпа ним чăрмавсăрах хутшăннипе ки-леннĕ; анчах этем хăй Турра итлеменни пирки хăйне хăй Турăран уйăрнă, çавна пула этемлĕхçав аслă киленӳсĕр юлнă. Çапах та, çăлăнăç планĕ тăрăх, çĕр çинче пурăнакансемшĕн Пĕ-лĕтпе çыхăну халĕ те тытса тăма май паракан мĕслет тупăннă. Турă çынсемпе Хăйĕн Сыв-лăшĕ урлă хутшăннă. Хăйĕн чăнлăхĕн çутине Вăл этемлĕхе Хăй суйласа илнĕ çынсем ур-лă уçса панă. «Туррăн сăваплă çыннисем Святой Сывлăш хавхалантарнипе каласа хунă.» (1Петр1:21).

Турă мĕн уçса пынине этемлĕх историйĕн малтанхи çирĕм пилĕк ĕмĕр хушши ни-кам та çырса пыман. Турă вĕрентнĕ çынсем хăйсен пĕлĕвне урăххисене каласа пы-нăçав пĕлӳ сыпăкран сыпăка ашшĕнчен ывăлне куçса пынă. Туррăн сăмахне çырса ху-ма Моисей вăхăтĕнче пуçланă. Кайран Турă мĕн уçса панине пĕр сăваплă кĕнекене пух-са хунă. Çак ĕçе пин те ултçĕр çул хушши туса пынă - тĕнчене пултарнине тата сакку-на çырса хăварнă Моисейрен пуçласа Ырă Хыпарăн чи аслă чăнлăхĕсене çырса хăвар-нă Иоанччен.

Библи хăй пĕлтернĕ тăрăх, унăн Авторĕ - Турă. Çапах та ăна этем алли çырнă. Библи кĕ-некисен тĕрлĕ сăмахлăхĕ вĕсене çырнă тĕрлĕ çынсен уйрăмлăхĕсене кăтартса парать. Унти чăнлăхсене  пурне те «Турă Сывлăшĕн витĕмĕпе çырнă»  (2Тим.3:16), çапах вĕсене э-тем чĕлхипе пĕлтернĕ. Вĕçĕмсĕр Турă Хăйĕн Сывлăшĕ урлă Хăйĕн чурисен(çыннисен) ăсĕпечĕрине Хăйĕн çутипе çуталтарнă. Вăл вĕсене тĕлĕксемпе курăнусем, символсемпе сăнарсемкăтартнă. Камсене чăнлăх çавнашкал майпа уçăлнă пулнă, çавсем ăна этем чĕлхипе пĕлтер-се панă.

Вунă Заповеде Турă Хăех каласа хунă та Хăйĕн аллипех çырса хунă. Вĕсем - Туррăн ĕçĕ, этемĕн мар. Анчах Библи Турă уçса панă чăнлăхсене этем чĕлхипе пĕлтерет, çавăнпа та вăлТуррăннипе этемĕннин пĕрлĕхĕ пулать. Çавнашкал пĕрлĕх Иисус Христосра та пул-нă: Вăл пĕр вăхăтрах Турă Ывăлĕ те, этем Ывăлĕ те пулнă. Христос çинчен калани Биб-ли çинчен каласан та тĕрĕс пулать: «Сăмах ӳтленчĕ те ... пирĕн хушшăмăрта пурăнчĕ» (Ин.1:14).

Библин кĕнекисене тĕрлĕ ĕмĕрте, тĕрлĕ ĕç туса пурăннă тата обществăра тĕрлĕ вы-рăн йышăннă çынсем çырнă. Çав çынсен пултарăлăхĕ те тĕрлĕ пулнă. Çавăнпа та Биб-лин кĕнекисем сăмахлăхĕ енчен питĕ ăрасна, вĕсем тĕрлĕ япаласем çинчен пĕлтереç-çĕ. Тĕрлĕ çынсем тĕрлĕ сăмахсемпе усă курнă; час-часах пĕр чăнлăхах пĕ-ри ыттисенчен витĕмлĕрех кăтартса панă. Библине çырнă çынсем пĕр япаланах тĕрлĕ  ен-сенчен кăтартса панă пирки тимлĕхсĕр, шанăçсăр тата ăшăхла вулаканне Турă Сăмахĕн-че хирĕçлĕхпе килĕшӳсĕрлĕх пур пек туйăнать. Шухăшлă, хисеплĕ тĕпчекенĕ вара  ун-та пытарăннă килĕшӳлĕхе яр уççăн асăрхать.

Тĕрлĕ çынсем урлă кăтартса панă пирки чăнлăх тĕрлĕ енчен уçăлать. Пĕр çына пĕр-пĕр темăн пĕр енĕ тарăннăн шухăшлаттарса янă; вăл хăйĕн опычĕпе е тăнлавĕпе килĕш-се пыракан енĕсене ăнланса пырать. Тепĕри вара урăх енĕсене курать. Сăваплă Сыв-лăш ертсе пыни урлă кашнийĕ хăйне мĕн хăватлăн хавхалантарса янине кăтартса па-рать. Кашнийĕ чăнлăхăн урăх енне кăтартса парать. Çапах та пурте пĕр-пĕринпе пĕтĕмпех килĕшсе тăраççĕ. Çавнашкал майпа уçăлнă чăнлăхсем пĕрлешсе кайнă тапур вырăнти тата пур саманари çынсен нушисене тивĕçтерсе пыраççĕ."

Елена Уайт,  "Аслă кĕрешӳ", кӳртĕм сăмахĕ.